Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.8 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Туслӑх хӗлхемӗ» наци фестивальне ирттересси ҫулран ҫул вӑй илсе аталанса пырать. Вӑл темиҫе тапхӑра пайланать: малтанах ӑна шкулсенче, унтан район шайӗнче, юлашкинчен республикӑн тӗп хулинче ирттереҫҫӗ. Ака уйӑхӗн улттӑмӗшӗнче __Комсомольски районӗнчи__ чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине юратакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсем ирех __Комсомольскинчи__ иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ.

Килнӗ хӑнасене районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ В.Г. Петрова тата ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.Г. Индюкова саламларӗҫ. Пурне те ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Информатика кабинетӗнче фестивальччен чылай маларах туса ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Чӑвашлӑх тӗнчи» мультимедиллӗ хӑтлавсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна кӑҫал чӑвашсен пирвайхи композиторӗсене: __Степан Максимовпа__ __Федор Павлова__, халӑхсене ҫутта кӑларакан __Н.Ильминскипе__ __В.Магницкие__, халӑх сӑмахлӑхне халалланӑ. Тупӑшакансенчен чылайӑшӗ композиторсен ӗҫ-хӗлне тӗпчесе тишкернӗ. Сӑмахран, __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче вӗренекен Снежана Морозова та ҫак темӑнах суйласа илнӗ, иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ вӑл ҫак конкурсра. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та ҫӑмӑлах пулмарӗ жюрире ларакансене: ҫулсерен хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ ӳссе пырать-ҫке! Ҫапах та хиртиявӑшсемпе хиртимӑнтӑрсене ҫитекенни пулмарӗ. __Шупашкара__ финала кайма та __Хирти Явӑш__ тӗп шкулӗн вӗренекенне шанса пачӗҫ тӳресем. Вырӑс тата тутар ачисем «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурсра хутшӑнса тӗрлӗ станцисенче тупӑшрӗҫ. Вӗсен Чӑваш ҫӗршывӗн паллӑ ҫыннисене те, тупмалли юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсене те пӗлмелле, тестсене те тӗрӗс хуравсем памалла, хӑйсен пултарулӑхӗпе те паллаштармалла. Кунта чи пултарулли __Комсомольскинчи__ иккӗмӗш вӑтам шкулта вӗренекен Анастасия Шингалова пулчӗ. Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкулта вӗренекен Ирина Тимофеева иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Сӑрӑ ӑстисен «Шевле» конкурсне те кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ ачасем, хальхинче ҫак конкурса Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем те ҫывӑх вӑхӑтрах паллӑ пулӗҫ.

«Туслӑх хӗлхемӗ» яланах ҫунса тӑтӑр, унӑн ҫулӑмӗ чӑвашлӑх туйӑмне сӳнме ан патӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та