Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пушӑн 29-мӗшӗнче __Чӑваш Наци вулавӑшӗнче__ Чӑваш Республикинчи профессионал ҫыравҫӑсен ҫулсерен иртекен черетлӗ пӗтӗмлетӳллӗ пухӑвӗ иртрӗ.

Ларӑва писательсен правлени пуҫлӑхӗ __Сергей Павлов__ ертсе пычӗ. Чи малтанах вӑл ҫулталӑк хушшинче ҫыравҫӑсем мӗн ӗҫленине пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чӑваш прозинчи лару-тӑру пирки сӑмах илчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи прозӑра калав жанрӗ ытларах аталанни курӑнать-мӗн. Малалла __В.Кошкин-Кервен__ сӑвӑҫ чӑваш поэзийӗ пирки тухса калаҫрӗ, ку чухнехи сӑвӑҫсен ҫитменлӗхӗсене уҫҫӑн палӑртрӗ. __Д.Суслин__ писатель вырӑсла ҫыракансен пултарулӑхне пӑхса тухса хак пачӗ, вырӑсла хайлавсене кун ҫути курма йывӑртарах пулин те ҫыравҫӑсем пуррине палӑртрӗ. ЧПУ доценчӗ __И.В.Софронова__ литературовед ача-пӑча прозинчи ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ. Докладсене сӳтсе явассине ларӑва килнӗ ытти писатель-поэтсем активлӑ хутшӑнчӗҫ: __Анатолий Кипеч__, __Ӑсан Уҫӑпӗ__, __Н.Пӑрчӑкан__, __Виталий Родионов__ т.ыт.те. Чылай писатель палӑртнӑ тӑрӑх, паян ҫыравҫӑ ӗҫӗ пӗртте ҫӑмӑл мар: гонорар питӗ пӗчӗк пулнинчен тытӑнса кӗнеке пичетлес ӗҫ авторшӑн тӑкаклӑ пулни таранах. Анчах паян ЧР культура министерстви тӗрлӗ майсем те сӗнет: ача-пӑча кӗнеки кӑларма грантсем ҫӗнсе илесси, калӑпӑр.

Литературӑн кирек хӑш саманара та пӗр тӗллев пулнӑ — этемлӗхӗн чун тӗнчине пуянлатма пулӑшасси. Паянхи саманара литература тӗнчинче чӑрмавсем пит нумай пулсан та, ҫак тӗллев пурнӑҫлантӑр тесе чӑваш ҫыравҫисем ырми-канми ӗҫлессе шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та