Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме спортпа туслашни те витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та-и, тен, нумай __Хуласем|ял-хулара__ тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем, ӑмӑртусемпе тупӑшусем ирттересси вӑя кӗчӗ. Чӑн та, компьютер умӗнче пӗр хусканусӑр лариччен, е сехечӗ-сехечӗпе телевизорпа пыракан сериалсене шӑтарасла пӑхиччен тӗрлӗрен хусканусем туни, уйрӑмах ҫывӑхри вӑрманти е паркри сукмаксемпе уҫӑлса-чупса ҫӳрени сывлӑхшӑн питех те усӑллӑ пулнине каламасӑрах чухламалла ӗнтӗ. Урӑхла каласан: пурнӑҫ хусканура вӑл!

Ҫакна шута илсех ӗнтӗ __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче 1991 ҫулта йӗлме йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту йӗркелесе янӑ. Ӑна Олимп чемпионӗ __Владимир Воронкова__ халалланӑ. Владимир Петрович 1944 ҫулхи пушӑн ҫирӗммӗшӗнче __Комсомольски районне__ кӗрекен __Тукай__ ялӗнче кун ҫути курнӑ, ачалӑхӗ __Кĕтне Пасарта|Кӗтне Пасарта__ иртнӗ, ҫул ҫитсен __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулне ҫӳренӗ. Тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ун чухнех хӗллехи вӑхӑтра шкула та кашни кунах йӗлтӗрпе ҫӳренӗ. Каярах Челепи хулинче слесаре вӗренсе тухнӑ, анчах та пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Ӗмӗтленни, тӑрӑшни сая кайман: пултаруллӑ яш пилӗк хутчен СССР чемпионӗ, 1970 ҫулта тӗнче чемпионӗ, 1972 ҫулта вара хӗллехи Олимпиада чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ! Хальхи вӑхӑтра паллӑ спортсмен __Мускавра__ пурӑнать.

Пирвайхи ҫул тупӑшу эстафета, каярах вара уйрӑм е командӑпа хӑвӑрт чупассипе иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусене кӑҫал шӑп та лӑп ҫирӗм ҫул ҫитрӗ! Ҫак ҫирӗм ҫул хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне вунсакӑр! хутчен хырхӗрри шкулӗн йӗлтӗрҫисен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ! Икӗ ӑмӑртура ҫеҫ — 1997 ҫулта вӑрманхӗррисене, 2010 ҫулта чӗчкенсене — выляса янӑ. Кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ ӑмӑртура та хуҫасен команди ҫӗнтерӳҫӗсен ятне алӑран вӗҫертмерӗ! Шкулта кашни ҫулта тенӗ пекех ача шучӗ чакни те пысӑк чӑрмав кӳрсе тӑраймарӗ маттур йӗлтӗрҫӗсене. Ҫакӑнта, паллах шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Ятманов Николай Никандровичӑн тӳпи пысӑкки яр уҫҫӑн курӑнать. Ӑмӑртусене пуҫарса ярасси те — унӑн сӗнӗвӗ, иртересси те — хӑйӗн ҫинчех. Ҫитес ҫулти кӑрлачӑн 6-шӗнче вӑл утмӑл ҫул тултарать. Ҫапах паянхи кун та ҫамрӑксемпе тан районти тата республика шайӗнче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать, шкул ачисене те спортпа туслашма пулӑшать. Мӗнех, малашне те вӑй-хал тата ӑнӑҫу сунас килет вӗрентекенпе ачисене! Вулакансене вара пӗр ӳркенсе тӑмасӑрах йӗлтӗрпе е ҫунашкапе, ҫуран та юрать, уҫӑ сывлӑша тухса сывлӑха ҫирӗплетме сунасси ҫеҫ юлать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи