Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.8 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ __Тăванкас|Тӑванкас__ ялӗн культурӑпа кану керменӗнче «Тӑванлӑх» ятлӑ пултаруллӑх ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Ушкӑна ертсе пыраканӗ Роза Ивановна Сердина 40 ҫула яхӑн __Тăванкас|Тӑванкас__ шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ӗмӗрӗпе халӑх ҫинче пулнӑ ҫынна кил сыхласа ларма питӗ кичем тит вӑл. 2005 ҫулта тата 5 хастар юлташ тупса клуб купӑсҫи Михаил Тихонов тавра чӑмӑртанса фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Кӗске вӑхӑтрах «Тӑванлӑх» районта, таврари ялсенче палӑрнӑ. Хастар кинемейсем Элӗк, Етӗрне тӑрӑхӗсенче икшер-виҫшер хут хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Дюдеева Римма, Васильева Зина, Рафинова Ольга, Миронова Римма, Федорова Вера юррисем: «Чуречене яриех уҫар-и», «Юман авӑнать», «Туслӑх юрри», «Тӑвансемӗр пӗрле савӑнар» вӗсем кӑтартнипе чӑн халӑхла, тӑванла янӑраҫҫӗ. Икӗ хутчен Роза Ивановна ушкӑнӗ Мордовинче пулса килнӗ. __Тăванкассинче|Тӑванкассинче__ ҫуралнӑ Подгорский пупа ҫав тӑрӑхра Граждӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗ. Ӑна астивме кайнӑ та ӗнтӗ тӑванкас ҫыннисем катарари Мордови ялне. Виҫӗмҫул вара, «Тӑванлӑх» ушкӑн __Шупашкарти__ Филармони сцени ҫинче Маргарита Туринге юрӑҫа ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Ҫамрӑксем те кинемейсенчен юласшӑн мар. Ҫур ҫул каялла Тӑванкас керменӗнче «Тӑванйен» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ. Такӑр та ҫутӑ ҫул пултӑр вӗсен умӗнче! Ҫапла пултӑр-и, тӑванӑмӑрсем!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ