Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.8 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Персона

«Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Надежда Пиолипинкӑна кӑтартнӑ. Вӑл Давид Тухмановӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ.

Кун хыҫҫӑн Надежда округри «Наше слово» хаҫата иртервью панӑ, кӑларӑмра ӳкерӗнни мӗнле иртни пирки каласа кӑтратнӑ. Сцена валли 5 минут уйӑрса панӑ. Надежда каланӑ тӑрӑх, вӗсене ӑҫта тӑмалли, кадртра хӑйсене мӗнле тытмалли, мӗн каламалли пирки ӑнлантарса панӑ.

Надежда пултарулӑх ушкӑнне юрлама ҫӳрет. Шӑпах ку ӑна камера умӗнче хӑйне лӑпкӑ тытма пулӑшнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22918
 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.

Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кушник ялӗнче пурӑнакансем Иван Купала уявӗ ячӗпе пухӑннӑ.

Унта ачасем язычествӑри хӑш-пӗр йӑла-йӗркепе паллашнӑ, кӑшӑлсем ҫыхнӑ, сиплӗ чей ӗҫнӗ.

Кайран вара чечекрен ҫыхнӑ кӑшӑла пуҫа тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла аслисемпе ачасем Иван Купала уявне хаваслӑ ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_77578
 

Политика

Николай Федоров сенатор Чӑваш Ен прокурорне Эдуард Гиматова тӗрӗслев ирттерме ыйтнӑ: хӑш-пӗр муниципалитетри депутатсене Элтепер суйлавӗн кандидатне Олег Николаева пулӑшу парас тесе ирӗксӗрлесе, хӑратса алӑ пустараҫҫӗ имӗш.

Сенатор пӗлтернӗ тӑрӑх, унран хӑш-пӗр муниципалитетри депутатсем пулӑшу ыйтнӑ.

«Депутатсене хупӑ канашлусене чӗнсе илсе кандидатшӑн, республикӑн хальхи Элтеперӗшӗн О.А. Николаевшӑн, алӑ пусмасан ӗҫрен кӑларассипе е ытти япӑх пулӑмсемпе хӑратаҫҫӗ», - ҫапла ҫырса кӑтартнӑ «Правда ПФО» интернет-хаҫат.

Интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Красноармейски, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ округӗсенчи депутатсене хӗсӗрленӗ. Вӗсене паспортпа пӗрле алӑ пусма чӗнсе илнӗ имӗш.

 

Раҫҫейре
1tv.ru сайтри сӑн
1tv.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.

Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21867
 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/4001
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николайпа Раиса Кузюковсем пӗрлешнӗрӗнпе 67 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те – «вӑрҫӑ ачи».

Мӑшӑр 1955 ҫулта паллашнӑ. Ун чухне Николай Никифорович Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси хӗрӗ Раиса Петровна вара диплом илнӗ хыҫҫӑн направленипе Хурамала вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме килнӗ. Вӗсем 1958 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 ывӑл ӳстернӗ. Тӑваттӑшӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13502
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Нерядово ялӗнче хӗрлӗ армеецӑн Алексей Семенович Масловӑн ӳчӗн юлашкине пытарнӑ. Ӑна «Воин» шырав отрячӗ тупнӑ.

Ҫав вырӑнта 1942 ҫулхи чӳк вӗҫӗнче 24-мӗш ҫар Дон патӗнче малалла кайса тӑшмана ҫавӑрса илме палӑртнӑ. Анчах операци ӑнӑҫсӑр иртнӗ, нимӗҫсем Дон урлӑ каҫса ҫӗнӗ позицисене йышӑннӑ.

Алексей Маслов 1909 ҫулта ҫуралнӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе 3 ача ӳстернӗ. Фронта ӑна 1942 ҫулхи ҫулла илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_433684
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Атӑлтан, Сӗнтӗрвӑрри округӗнче, 41 ҫулти пулӑҫ виллине туртса кӑларнӑ. Ҫак арҫын ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл Кокшайск ҫывӑхӗнче кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министеоствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8694
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та