Шурӑ юра сивӗ ҫил вӗҫтерет,
Ҫурт ҫумӗпе ҫӳлӗ кӗрт ҫитӗнет.
Хура вӑрман кашлани илтӗнет,
Йӗлтӗр йӗрӗ юрпала витӗнет.
Сивӗ ҫилӗ мӑръере шӑхӑрать,
Уй-хир тӑрӑх ыткӑнса ахӑрать.
Ака тухнӑ ачасем ярӑнма,
Ҫилпе харӑс выляса савӑнма.
1948
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 