Кириллова Ирина Юрьевна — чӑваш литература тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Чӑваш литературин, танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн тата фольклористика енӗпе специалист. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн (ЧПГӐИ) ӗҫченӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен облаҫӗнчи Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ.
1981 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Элӗк районне кӗрекен Элӗк ялӗнче ҫуралнӑ.
2003 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 2006 ҫулта ҫав университетри аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. 2011 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ докторантурине вӗренсе пӗтернӗ.
2006–2014 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ — чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедринче малтан ассистент вырӑнӗнче, кайран аслӑ преподаватель, доцент должноҫӗсенче тӑрӑшнӑ.
2007 ҫулта «Илле Тхтин илемлӗх тӗнчин хӑйнеевӗрлӗхӗ» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ятне илме диссертаци хӳтӗленӗ. 2013 ҫулта ӑна доцент ӑслӑлӑх званине панӑ.
2012 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫлет. 2014 ҫултанпа унта ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать. ЧПГӐИ кӑларакан «Современная гуманитаристика» (Хальхи гуманитаристика) ӑслӑлӑх журналӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ шутланать.
Кирилловӑн И. Ю. ӑслӑлӑхри интересӗсем чӑваш литературипе, танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗпе, Урал-Атӑҫи халӑхӗсен фольклористикипе, ҫавӑн пекех чӑваш драматургийӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ.
Тӗп ӑслӑлӑх ӗҫӗсем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 