Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Николай Никольский – ҫутта кӑларуҫӑ, ӑсчах-энциклопедист

  19.05.2021 11:03 | 5170 хут пӑхнӑ

Ҫу, 19: Н.В. Никольский профессор ҫуралнӑранпа 143 ҫул

1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Никольские Хусан кӗпӗрне земство управин председательне суйлаҫҫӗ. «Тап-таса» ученӑй, «тап-таса» педагог, тин кӑна общество ӗҫне лекнӗскер (паллах, хӑйӗн яри кӑмӑлӗпе), нарӑсри демократиллӗ революци идейисемпе хавхаланса кайнӑскер, чи нумай нациллӗ, тӗнчери тӗп тӗнсенчен (конфессисенчен) иккӗшӗ – христианлӑх тата ислам сарӑлнӑ, ҫут ҫанталӑк (язычество) тӗнне сыхласа хӑварнӑ, тахҫан хӑйсен патшалӑхлӑхӗ (тӗнче цивилизацийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче паллӑран та паллӑ вырӑн йышӑннӑ Атӑлҫи-Кама Пӑлхар, Хусан ханлӑхӗ) пулнӑ халӑхсемлӗ, пуян традициллӗ, университетлӑ Хусан кӗпӗрне земство управин председателӗ пулса тӑрать.

Малалла...

 

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗ: Николай Васильевич Никольский профессор ҫуралнӑранпа 142 ҫул

  19.05.2020 12:03 | 10559 хут пӑхнӑ

«Хыпар» хаҫат редакцийӗ пуҫарнипе 1994 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля ялне кашни ҫулах Николай Васильевичӑн тӑван-хурӑнташӗ, чӑваш журналисчӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ял-йыш пуҫтарӑнаҫҫӗ. Яланхи йӑлапа Никольский паркӗнчи унӑн бюсчӗ умне чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне аса илеҫҫӗ... Шел, пурте пӗлекен сӑлтавпа – хамӑр ҫирӗплетнӗ йӗрке-тӑрӑма паян пӑсма тивет. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене вара Турци Республикинче пӗлтӗр тухнӑ кӗнекери (ӑна И.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...