Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Чӑваш киновӗ кирлех!

  18.10.2021 16:22 | 5412 хут пӑхнӑ

Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»

Пуҫа вырнаҫма пултарайман идиотлӑх!

Малалла...

 

Миллионлӑ ӗҫ

  15.10.2021 18:02 | 5043 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.

Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани

Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ.

Малалла...

 

«Иртни пирки тимлесе шухӑшлама пуҫласан иртни вӑранма пуҫлать»

  07.10.2021 20:19 | 4620 хут пӑхнӑ

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес.

Малалла...

 

Пирӗн Айхи

  04.10.2021 17:58 | 8250 хут пӑхнӑ

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ.

Малалла...

 

«Кашни чӑвашах чун тӗпӗнче Фридрих Ницшепе пӗр каварлӑ»

  29.09.2021 11:52 | 4258 хут пӑхнӑ

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

«Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗлӗкхи Турӑ чӑваша халаланӑ сӑмахсене чӑваш халӑхӗ упраса пурӑнать паянхи кун та, — тет Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Галина Алексеевна Ермакова «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» ҫавра сӗтел/конференцире (Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗ. 28.02.2016.). — Эсир ӑна упрама пулӑшатӑр. Ҫавӑнпа эп сире вилсе кайса юрататӑп. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенне курсассӑн ман пӗтӗм чун пӑлханса, хӗрсе каять (тарӑн шухӑша каять), мӗншӗн тесен сире питӗ йывӑр.

Малалла...

 

«Пысӑк вӑхӑтра ним те пӗр йӗрсӗр ҫухалмасть, пӗтӗмпех ҫӗнӗ пурнӑҫ валли чӗрӗлет»

  14.09.2021 13:27 | 4868 хут пӑхнӑ

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

«Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта.

«Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?

Малалла...

 

Чувашский фильм «Вупар» готовится к широкому показу

  10.09.2021 13:13 | 5344 хут пӑхнӑ

На канале Ютуб появился трейлер мистического фильма «Вупар». Ранее была информация, что снимается фильм ужасов по мотивам чувашской мифологии, производством которого занимается Госкиностудия «Чувашкино». Автором идеи и режиссером является историк и кинематографист Сергей Щербаков, сценарий им написан в соавторстве с начинающим сценаристом Ефимом Оковым. Мы пообщались с режиссером фильма.

— Сергей Владимирович, почему ваш трейлер имеет возрастные ограничения?

Малалла...

 

Халӑхӑн уҫӑ саслӑ хӗрӗсем

  03.09.2021 19:45 | 10452 хут пӑхнӑ

...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!

Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.

Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ.

Малалла...

 

Ту-сӑрт ячӗсем

  30.08.2021 16:57 | 4671 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,

Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —

юрлаҫҫӗ юрӑра.

Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур.

Малалла...

 

Г.А. Дегтярев чӑваш пуласлӑхӗн, чӑвашлӑх пуласлӑхӗн чӑн никӗсне ҫирӗплетет

  23.08.2021 12:19 | 4894 хут пӑхнӑ

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)

«Йӑпӑш ӑслӑлӑх» («тихая учёность»). Мартин Хайдеггер философийӗнче ҫавӑн пек ӑнлав пур (Хайдеггер М. Исток художественного творения / Пер. с нем. Михайлова А.В. М.: Академический Проект, 2008. С. 285.). Ҫиелтен пӑхсан, ҫак ӑнлавпа Г.А. Дегтярев ӗҫ-пуҫне палӑртма пулать пек. Чӑваш лексикографийӗ, лексикологийӗ… Словарь ӗҫӗ… «Бухгалтер, счетовод ӗҫне аса илтерет», – тейӗ ҫӑмӑлҫах ӑсли.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...