Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Фотосессия "Хирле Сир-Кугеси-Ишаки". Часть 1

  24.07.2007 10:06 | 6806 хут пӑхнӑ
Фотосессия "Хирле Сир-Кугеси-Ишаки". Часть 1
Фотосессия "Хирле Сир-Кугеси-Ишаки" была проведена 10-го июля 2007 года. Хирле-Сир - деревня Чебоксарского района. Цель фотосесси: наполнение фотоальбома "Чувашский мир" снимками из Чебоксарского района и посещение Ишакского музея.
Все снимки в фотоальбоме будут разложены по деревням. Здесь же я постараюсь рассказать о впечатлениях увиденных во время фотосессии, о некоторых деталях, что в фотоальбом не попадут.

Рекомендуемые ссылки для ознакомления:
О фотосессии на чувашском языке
О Чебоксарском районе в Википедии
Сайт Чебоксарского района
Фотографии Чебоксарского района
Время 5:15.

Малалла...

 

Ишек халӑх краеведени музейӗнче пулса куртӑм

  23.07.2007 14:07 | 5595 хут пӑхнӑ
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ Ишекри музейе ҫитсе куртӑм. Смирнова Екатерина Павловна, музей директорӗ, мана хапӑл тусах йышӗнчӗ. Музей тӑрӑх экскурси те ирттерчӗ. Музей ҫурчӗ малтан Костин купсан пулнӑ, ӑна 200 ҫул. Ишек ялӗнче малтан пысӑк чиркӳ пулнӑ. Вара ҫав чиркӗве килекенсем валли ҫав купса ҫурт лартнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче чайнӑй пулнӑ — унта хӑнасене чейпе хӑналанӑ. Иккӗмӗш хутӗнче вара хӑнасем канмалли-ҫырӑрмалли вырӑн пулнӑ.

Малалла...

 

Hunspell

  22.07.2007 16:58 | 5562 хут пӑхнӑ
Уф... паян 2 сехет хушши (кайран тат 2 сехет хушши йӑнӑша шырарӑм) хытӑ япала ячӗсем валли правилӑсене ҫырса тухрӑм! 1400 йӗрке! Уйрӑмах питӗ нумай камӑнлӑх аффиксӗ валли кӗртме тиврӗ (унта ӑҫта сасӑсем вӑрӑмланаҫҫӗ, ӑҫта урӑхла аффикс хышӑнать). Ҫавах та туса пӗтертӗм! Халӗ вара ҫемҫе япала ячӗсем валли хатӗрлемелле.
//Паянхи тӗллев — пӗтӗм япала ячӗсем валли правилӑсене ҫырса тухасси.

Акӑ мен пулчӗ:

SFX A N 1400
SFX A 0 сем .
SFX A 0 ӑн [^ьуаӑо]
SFX A ь ӗн ь
SFX A у ӑвӑн у
SFX A а н а
SFX A 0 сен .
SFX A 0 а [^аоуьӑ]
SFX A ь е ь
SFX A у ӑва у
SFX A 0 на а
SFX A 0 сене .

Малалла...

 

Эрзянь раськень

  21.07.2007 19:12 | 6291 хут пӑхнӑ
Эх... темле чӑвашла ҫырас килет пулсан та ку ҫырӑва вырӑслах ҫырас-ха.
13 июля мне позвонили и пригласили на этот праздник /к этому моменту на 14-ое я уже запланировал посещение другого места/ и сказали, что будет грандиозное мероприятие. Мне пришлось отменить договороенность о другой поездке и поехать с Ф. Мадуровым. Забегая вперед скажу, что я не пожалел. Правда, были и моменты, которые мне не понравились. Но давайте обо всем по-порядку.
Выехали мы около 7 часов утра. Я, Ф. Мадуров и писатель Кибеч на Оке Ф. Мадурова, и гости из Мари Эл с Удмуртией на другой машине.

Малалла...

 

Чаплӑ таврапӗлӳҫӗ

  19.07.2007 23:39 | 6278 хут пӑхнӑ
Эпӗ халӗ Чаплӑ таврапӗлӳҫӗ — Почётный краевед. Ку шая мана В. Станьял хӑпартрӗ.
Ӗҫӗ ытларикун пулса иртрӗ. Эпӗ Рыкша юханшывӑн чӑвашла ятне пӗлес тесе Алина Аркадьевна патне килтӗм. Алина вырӑнта ҫуккӑччӗ те Станьяла тӗл пултӑм. Игрук мана парнеленӗ кӗнекене ҫӗтернӗ пулӗ тесе вӑл мана хӑй патне илсе кайрӗ — хӑй ҫырнӑ сӑввисен кӗнекине парнелеме. Ун вырӑнне урӑх кӗнеке (леш кӗнеки ун ӗҫ вырӑнӗнче юлман пирки) парнелерӗ — ҫав вӑхӑтра калаҫнӑ май хам фотосессисем ирттерни пирки каласа кӑтартрӑм. Фотосессисенче пулнӑ чухне мӗнле те пулин хут кирлӗ тесе (тав Турра, халиччен ман ун пирки пӑтӑрмах пулман-ха), тата уйрӑмах нумай ӳкерсе ҫӳренӗ пирки вӑл мана чаплӑ таврапӗлӳҫӗсем шутне кӗртрӗ — корочка ҫырса пачӗ.

Малалла...

 

Отпуск иртрӗ

  19.07.2007 23:25 | 6509 хут пӑхнӑ
Икӗ эрне ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ тесе калаймастӑп. Ку икӗ эрне маншӑн пӗр уйӑх пекех пулчӗ.
Ку икӗ эрне хушшинче эпӗ:
1) 4 фотосесси турӑм:
* Ҫӗрпӳ ярмӑрккине;
* Шупашкар районӗ тӑрӑх Ишеке утса тухрӑм. Вӑл шутӗнче Ишекри музейе те кӗрсе куртӑм;
* Ирҫӗсен уявне ҫитсе куртӑм. Тавах Ф. Мадурова уншӑн.
* Муркаш районӗнчи таса ҫӑлкуҫ патне кайса килтӗм. Эпӗ унччен Кисан облаҫӗнчи таса ҫӑлкуҫра шыва кӗрсеччӗ, халӗ вара кунти, вырӑнти таса ҫӑлкуҫа кӗрсе курас терӗм.
2) В. Андреевпа темиҫе проект пӗрле тӑвасси пирки калаҫрӑм.
3) Килте те аванах ӗҫлерӗм-ха.

Малалла...

 

Ҫӳлтикасси - Кӳкеҫ - Ишек фотосесси

  11.07.2007 11:39 | 7195 хут пӑхнӑ
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ каллех фотосессине тухрӑм. Кунхинче хам ҫуралнӑ вырӑн тӑрӑхӗнчи ялсенчен пуҫласа Ишек тарин ҫитес терӗм. Ирхине 5 сехетре тухрӑм та малтан Лапсар чарӑнӑвне уттартӑм. Унта чи малтанхи 153-мӗш мартшрутӑн (Шупашкар-Лапсар-Кӳкеҫ) автобусӗ пулмаллаччӗ. Унпа эпӗ Ҫӳлтикасси таран ҫитесшӗнчӗ. Анчах чарӑну вырӑнӗнче нумай та тӑмарӑм пӗр ҫӑмӑл машина чарӑнчӗ те мана лартса кайма хавас тенине пӗлтерчӗ. Ҫапла вара Ҫӳлтикасси патне эпӗ 5 сехет те 15 минутрах ҫитрӗм. Сӑмах май тата каласа хӑварасшӑн — ку фотосесси валли ятарлӑ футболка та турӑм — Chuvash.

Малалла...

 

Отпуск

  04.07.2007 20:05 | 6640 хут пӑхнӑ
Ырантан пуҫласа эпӗ отпускра. Икӗ эрне хушши тетелте эпӗ пулмӑп. Тетеле тухсан та вӑхӑтлӑха ҫеҫ.

Отпуск хушшинче икӗ фотосесси те пулин тӑвасшӑн.
 

АвтоВАЗ утонул в месячной норме осадков

  03.07.2007 12:57 | 6439 хут пӑхнӑ
http://news.gismeteo.ru/?newsitem=63319155174

Активный атмосферный фронт завис над Средним Поволжьем. На нем возникла теплая волна, которая, обострившись в ночные часы, вызывала сильные дожди по всему региону. По данным радарных наблюдений «наковальни» грозовых облаков достигали высоты 11 км. Из-за них в регионе прошли сильные и очень сильные ливневые дожди, сопровождавшиеся молниями и непрерывными раскатами грома. За сутки в Татарстане выпало 29 мм осадков, Башкирии - 27 мм, Оренбургской области - 20 мм, Саратовской области - 31 мм, в Самарской области – 86 мм.

Малалла...

 

Чулхула-Хусан

  02.07.2007 16:51 | 6482 хут пӑхнӑ
Эрнекун 29-мӗшӗнче Хусана пуйӑспа кайма тӳр килчӗ. Пуйӑсра вара татар чӗлхине илтес терӗм те илтеймерӗм. Тутарсем те вырӑсланса пыраҫҫӗ иккен, чӑашсем кӑна мар.
Юнашар пӗр чӑваш хӗрӗпе вырӑс каччи ларса пычӗҫ. Хӗрӗ патне яла каятчӗҫ пулас. Малтан вӑл тутар пулӗ тесе шутларӑм (вырӑсла калаҫнӑ чухне акценчӗ пур пирки). Анчах та кайран килне шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫрӗ. Канаша ҫити каяҫҫӗ иккен...

Тата... Хусантан Элмет районне машинпа тухсан ҫул тӑрӑх питӗ нумай чӑвашла ят тӗл пулчӗ. Тӗслӗхрен, Шуранка ятлӑ юханшыв.
 

Вӑрҫаҫҫӗ... хирӗҫеҫҫӗ...

  25.06.2007 20:11 | 6502 хут пӑхнӑ
Эпӗ хам вӑрҫнипе хирӗҫнине питӗ юратмастӑп. Ӑнланмастӑп, мӗнле-ха хирӗҫме пулать? Ытларах чухне вӑл ман шутпа пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшманнинче. Ӑнланатӑп, сан пирки тем те пӗр каласа пӗтерсен — сӑмах каламасӑр, каҫарма йывӑр. Анчах та пурнӑҫ вӗҫӗ таран пӗр-пӗрин ҫине кӳренсе пуранма питӗ йывӑр-ҫке. Христос тӗнӗнче, ав, питӗ лайӑх ен пур — ҫынна каҫарма вӗрентеҫҫӗ. Христос тӗнӗн ку лайӑх енӗсенчен пӗри. Ҫакна каласа эпӗ пурне те, кам пӗр-перинпе хирӗҫсе кайнӑ — пӗр-пӗрне каҫарма ыйтатӑп. Ачасемех, ав, хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах пӗрле выляҫҫӗ, кӳренӗвне ӑшра тытса тӑмаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна йышӑнакансене

  25.06.2007 18:47 | 6178 хут пӑхнӑ
Алина Аркадьевнӑпа Г. Дегтярёв каласа панӑ тӑрӑх нумай пулмасть гуманитари институтӗнче тӗрлӗ институт ертӳҫисем пухӑннӑ, чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна сӳтсе явнӑ. 2012 ҫулчченех программине ҫырасшӑн пулас. Мана ҫав «пысӑк» ҫынсене акӑ мӗн калас килет:
Нивушлӗ эсир чӑваш чӗлхи пӗтнине курмастӑр? Нивушлӗ пурте те вырӑслантарса ярасшӑн? Пулас ӑрусене кайран мӗнле куҫран пӑхмалла пулӗ вара сирӗн? Сире кайран «чӑваш чӗлхине пӗтерекенсем» ятпа хакласса кӗтетӗр-им? Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекнине мӗн туймастӑр-им? Аталану пулмасан — чӗлхе пӗтет, эсир вара аталанассинчен питӗ хӑратӑр пулас, кирлӗ мар теетӗр!

Малалла...

 

«Предупреждать надо!» или «Не уверен — не обгоняй!»

  12.06.2007 15:32 | 7181 хут пӑхнӑ
Я уже писал про то, как коллега купил электровелосипед. Так вот, недавно, с ним случился такой момент. Едет он значит по Похвалинскому съезду (в общем, для преодоления этого подъёма он и купил данный электровелосипед). В самом начале подъема перед ним ехал парень крепкого телосложения. Так как ехал парень как и он по проезжой части, то в данный момент обгонять его он не стал. Около церкви (где ранее планетарий был), коллега перебрался на тротуар (по проезжей части не особо любит ездить) и спокойно обогнал того парня.

Малалла...

 

Улан Баторти метро

  11.06.2007 14:09 | 7184 хут пӑхнӑ
Википединче ҫак хула ҫинчен кӗртнӗ май ак ҫак страница ҫине лекрӗм.
http://ulaanbaator.narod.ru/index-rus.html

Мана питӗ килӗшрӗ. :) Ку сайта вуласан хулара метро пур тесе шутлӑн :) Никам та пулса курман-ҫке-ха :) Сайтне вара тӗплӗн хатӗрленӗ.
 

Черника

  10.06.2007 14:32 | 6679 хут пӑхнӑ
Юлашки вӑхӑтра, те, компьютер умӗнче питӗ нумай ларнӑ пирки, куҫ ҫивӗчлӗхӗ пӗте пуҫларӗ. Куҫлӑх тӑхӑнас килмест...
Вырӑнти лавккара Шупашкарта кӑларнӑ йогурт сутаҫҫӗ, черникӑран хатӗрленӗ. Халӗ кашни кун тенӗ пекех ӑна ӗҫетӗп :) Пулӑшӗ-ши?
 

Отношение к еде в мультфильмах

  05.06.2007 11:45 | 5908 хут пӑхнӑ
Что-то начал замечать, что в американских мультиках, да и в детских фильмах, часто присутствуют моменты кидания едой. Это от того, что для американского общества еда используется не для выживания, а как элемент вкусности?

В детстве в школе читали рассказ, где бабушка-блокадница старалась резать хлеб без крошек /время там было уже современное/...
 

"Тӗнче пӗтет", или "Жара" на НТВ

  04.06.2007 11:57 | 6426 хут пӑхнӑ
Данный текст на чувашском языке:
Телекурава /телевизора/ эпӗ хӑш-пӗр чухне анчах пӑхатӑп. Энер вара ҫав передачӑна курма тӳр килчӗ. Передачӑна хатӗрденӗ чухне чи ухмахла тӗслӗхсене шыраса тупнӑ! Ара, сан ӳтӳ хӗвел ҫинче хӑвӑрт ҫунса каять пулсан мӗн унта кунӗпех хӗвел айӗнче чупса ҫӳретӗн? Лар вырӑнта. Пӗри тата кашни хӗр хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрет. Ӑсӗ ҫук... ҫав анчах. Ӑсӗ пулна пулсан хӑйне ҫавах чаратчӗ-ха ӗнтӗ. Тепӗр ухмахӗ вӑрӑ-хурахсем пек питне ҫыхса хунӑ та сӳссенчен хӑраса ҫурет... Пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук...
Тата дикторӗн интонацийӗ те ... кӗҫех тӗнче пӗтнӗ пек янрать.

Малалла...

 

Уф... пӗр номере кӗртсе пӗтертӗм.

  29.05.2007 00:17 | 5789 хут пӑхнӑ
Уф... тесех каламалла ӗнтӗ. 21 сехетре киле таврӑнтӑм та В. Кожевников ярса панӑ «Хыҫалти парта» кӑларӑма сайта кӗрте пуҫларӑм. Халӗ тин, ҫурҫӗр тӗлне, кӗртсе пӗтертӗм. Ах, тамаша! Ку лӑпӑр-тапӑр чӑваш шрифчӗсенчен епле хӑтӑлмалла? Ара, ҫын еретлӗ курӑнчӑр тесе, ятарласа кодне улӑштарма тивет-ҫке. Кодне ҫын еретлӗ тӑвас тесе ятарлӑ скрипт та ҫыртӑм ӗнтӗ: http://mehel.chuvash.org/cgi-bin/lang4.cgi /ку скрипта малтанах ҫырсаччӗ — «Хыпар» хаҫачӗ валли. Унта юрать пӗр тӗрлӗ шрифтсене усӑ кураҫҫӗ... Ытла кӑткӑс ӗҫ мар...

Малалла...

 

Ал ҫырӑвсем

  27.05.2007 23:32 | 6459 хут пӑхнӑ
Эх... миҫе алҫырӑвӗ тӗрлӗ архивсенче упранать... Эх, мӗн чухлӗ пулӗ унта паха материал... Мӗнле те пулин ман шутпа вӗсене ҫынсене кӑтартмалла, пичетлемелле. Сӑмахран, Дамаскин (Руднев Дмитрий Семӗнович) алҫырӑвӗсем... Интереслӗ, Чулхула архивӗнче ыйтсан параҫҫӗ-ши?

Ҫакна эпӗ ку статьяна кӗртнӗ чухне ӑнлантӑм:
http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0 ... d09fd0a7d0a7d0a%3129
 

Морфологине кӗртсе пӗтертӗм!!!

  26.05.2007 23:33 | 6075 хут пӑхнӑ
Уф! Паян пӗр пысӑк ӗҫ туса пӗтертӗм — «Чӑваш чӗлхи» справочникӗнчи Морфологи пайне кертсе пӗтертӗм.
http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0 ... d%3187d0bdd0b8d0ba29

Халӗ ӗнтӗ ӑна усӑ курса орфографи тӗрӗслемелли хатӗр валли аффикссен файлне хатӗрлеме пулать.

Питӗ лайӑх справочник. Пӗтӗмпех лайӑх та тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

//Вырӑсла кам куҫарӗ-ши? :) Вырӑс уйрӑмӗнче те пултӑр тесе...
 
Страницӑсем: 1, ... 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...