Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ»

  10.07.2016 21:15 | 8574 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун, утӑн 3-мӗшӗнче, «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче «Хавал» уйлӑх (лагерь) ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.

 

— Кӑҫал «Хавал» уйлӑх ҫиччӗмӗш хут пухӑнчӗ, ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мӗнле ҫӗнӗлӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур?

— Пӗтӗмӗшле илсен ҫавах ӗнтӗ. Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах. Кӑҫал чӑн та кунта хӑйне евӗрлӗ университет пулса иртет.

Малалла...

 

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн

  17.06.2016 18:05 | 7535 хут пӑхнӑ

Ӗнер пӗрремӗш хут ботаника пахчине кӗрсе куртӑм. Вӑл ҫул хӗрринчен инҫе те мар вырнаҫнӑ пулин те, Шупашкартан Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне яланах асӑрхатӑн пулин те кӗрсе курас тӗлӗшпе ӑнӑҫлах вырнаҫман. Шӑп ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ ун пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулин те унпа паллашакансем сахал. Ман пекех ӗнтӗ. Эп хам та ӗнер унта ӑнсӑртран лекрӗм темелле. Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.

Шалта вара, курмалли те, кӑсӑкли те — пайтах.

Малалла...

 

ЧНК «хитре те капӑр хӗр»-ши?

  09.06.2016 11:14 | 6609 хут пӑхнӑ

ЧНК пирки хыпар-хӑнар лартас пулсан яланах пӑтӑрмах сиксе тухать. Вӗсен ӗҫне ҫутатас тесе икӗ хутччен Президиум ларӑвне кайсаччӗ. Унта мӗн илтни-курни пирки хыпар ҫырнӑ хыҫҫӑн яланах нушаччӗ — Валерий Клементьев ЧНК ӗҫне сиен кӳме пултаракан информацие тӳрлетме е кӑларса пӑрахма сӗнетчӗ. Иккӗ пулнӑ хыҫҫӑн урӑх унта ҫул тытма пӑрахрӑм. Ара чи интереслӗ, чи кӑсӑклӑ информацие кӑларса пеме ыйтаҫҫӗ те… Хыпарне вулакана интереслӗ ҫырмасан кам ӑна вулатӑр?

Ак, ӗнер ман алла ҫитес Мӑн Канашӑн пухӑвӗн йыхрав хучӗ лекрӗ.

Малалла...

 

Леонид Волков ӗҫӗ камӑн кӑмӑлне кайман-ши?

  02.06.2016 10:51 | 6553 хут пӑхнӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчин Леонид Волков пирки сахал мар шавлаҫҫӗ. «Пуканӗ» ҫӳллӗскер те унта ларакан ҫын пирки сас-хура халӑха кӑсӑклӑ. Пӗрисем савӑнаҫҫӗ, теприсем — кулянаҫҫӗ.

Паллах, коррупципе кӗрешни питӗ кирлӗ япала. Ку кӗрешӳре «пирӗннипе» «сирӗннисем» ҫине уйӑрни пӗрре те вырӑнлӑ мар. Патшалӑх ҫине ӗҫлетӗн пулсан, ҫӳллӗ пукан йышӑнатӑн пулсан — саккуна пӑхӑнса ӗҫле, йӗрке ан пӑс. Ҫавах та кунта тепӗр ен те пур — кирлӗ пулсан пуҫлӑхсем саккунсемпе хӑйсене майлӑ выляма пултарасси.

Малалла...

 

Умсуйлавӑн усси пур-и?

  23.05.2016 20:18 | 5597 хут пӑхнӑ

Сӑмах иртнӗ кунхине, вырсарникун, пулнӑ «Праймериз» пирки. 50-60 ҫултисем ахаль суйлава та хӑнӑхса ҫитменнине кура ҫак ҫӗнӗ сӑмах — чӑвашла ӑна умсуйлав темелле ӗнтӗ — мӗне пӗлтернине, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ӑна мӗн сӑлтавпа ирттернине ытлашшиех чухласах каймасть-тӑр.

Чӑн та, питӗ иккӗленӳллӗ йышӑну. Ҫӗршывра (ним хӑрамасӑр пӗрле ҫырам — орфографи комиссийӗ ҫапла йышӑннӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ытти инстанцисем те ӑна ҫирӗплетеҫҫех пуль-ха) кризис пырать, ӗҫ вырӑнӗсене чакараҫҫӗ, хӑварнисен ӳҫ укҫине катаҫҫӗ.

Малалла...

 

Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 4-мӗш ӑмӑртӑвӗ

  17.05.2016 11:09 | 5601 хут пӑхнӑ

Ӑмӑрту ҫинчен

Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу Доктор, Доцент) икӗ ҫулта пӗрре — кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут — калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвне ирттерет.

Кашкар Махмучӗ (1028–1126) — тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ, «Тӗрӗк сӑмахӗсен пуххин» авторӗ. «Диван лугат ат-тӳрк» — тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш сӑмахсарӗ тата энциклопедийӗ. Унта эпир чӑвашсен авалхи йӗрӗсене тата Атӑл ҫинче пурӑннӑ умтапхӑрти фольклор тӗслӗхӗсене тупатпӑр.

Малалла...

 

Чӑвашьен е Чӑвашстан

  12.05.2016 11:32 | 5459 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн пӗр сӑмахлӑ ячӗ пур: Франци, Итали, Бельги, Раҫҫей, Украина... Кашни ҫӗршыв ятне унта пурнакан халӑх хӑй чӗлхинчи чи хитре сӑмахпа калать, вӑл чылай чухне ытти халӑхсем калакан сӑмахран уйрӑлса та тӑма пултарать Эрменсем хӑйсен ҫӗршывне — Айастан, ытти халӑхсем Армени теҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑвашсен тӗп хулинче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ палӑксем валли вырӑн ҫук?

  19.04.2016 18:19 | 6437 хут пӑхнӑ

Ыран тӗп хулапа ҫыхӑннӑ пӗр сасӑлав вӗҫленет — Шупашкарта мӗнле палӑк лартмаллине палӑртӗҫ. Кун пирки эпир хамӑр сайтра маларах пӗлтерсеччӗ-ха. Ҫавах та сасӑлав вӗҫленес умӗн ун пирки тепре хускатас килчӗ.

Камсем хушшинче суйламалла?

Сасӑлава тӑратнӑ палӑксем чӑваш халӑхӗн культурипе ҫыхӑнманни тӳрех палӑрать. Анчах халӑх кун пирки ытлашшиех пӑшӑрханмасть пулас. Пире кунта Чингисхан палӑкне лартсан та халӑхшӑн пурӗпӗрех пулас.

Малалла...

 

Ӑрӑмҫӑ-арамузда-орамазда-орамазчи

  16.04.2016 10:44 | 5760 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ӑрӑмҫӑ — ӑрӑм тума, вӗрме-сурма, сиплеме-сыватма, тепӗр чухне усал ӗҫшӗн сиен тума та пултаракан ҫын, вырӑсла ӑна чылай чухне «колдун» сӑмахпа куҫараҫҫӗ. Ӑрӑмҫӑ сӑмах ӑҫтан пулса кайнӑ-ши?

Авалхи чӑвашсем хӑйсен тӗнӗпе пурӑннӑ. Вӗсен тӗнӗ чылай енчен чи авалхи чаплӑ та аслӑ тӗнсенчен пӗринпе, Заратуштрана (Зорастра) пуҫҫапса пурӑнакансен тӗнӗпе, ӑна урӑхла вута пуҫҫапакансен е арсен тӗнӗ, теҫҫӗ.

Малалла...

 

Малтан педаль ҫавӑрттарчӗҫ, кайран икӗ сехет ташларӗҫ!

  13.04.2016 10:36 | 8008 хут пӑхнӑ

Ӗнер эпӗ пӗрремӗш хут «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑм йӗркеленӗ велочупӑва хутшӑнтӑм. Ялта пурӑннӑран хӗлле эп хамӑн икӗ урапаллӑ лашапа тухмастӑп — вӑл вӑхӑта ман велосипед сарайра ирттерет. Ҫавӑнпа пуль ӗнтӗ ӗнер тӳрех 84 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗрен мана кӑшт йывӑртарах килчӗ. Уйрӑмах Лапсарпа Шупашкар хушшинчи ҫула парӑнтарма ҫӑмӑл мар пулчӗ. Велоҫул юр айӗнче выртнӑран машшинсем ҫӳрекен ҫулпа кайма тиврӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе асфальт ҫул урапасем валли ҫеҫ ҫитнӗрен ҫул хӗррине тухмалла пулчӗ.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайтне хупма пулать-и?

  11.04.2016 15:27 | 5907 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть эп сирӗн умӑра «Чӑваш халӑх сайчӗ хупӑнма пултарать» текен хыпар лартрӑм. Ҫырасса ӑна чун ыратса килнӗ вӑхӑтра шӑрҫаларӑм. Тӗрӗссипе, Чӑваш халӑх сайчӗпе ӗҫленӗ вӑхӑтра унашкал самантсем сахал мар сиксе тухса. Ытти чухне эпӗ ҫав вӑхӑтсенче хамӑн туйӑмсене пусарма тӑрӑшатӑп, хама хам кӳренӳ тапхӑрӗ вӑхӑтлӑх кӑна тесе ӗнентеретӗп. Каҫхи пулса иртет пулсан ирхи вӑхӑтччен тӑхтамалла тесе хама-хам тытса чаратӑп. Чӑн та ирхине вӑрансан капланса килнӗ чун ҫемҫелет, тарӑхтаракан самант та сӗвӗрӗлет.

Хальхинче ма ҫыртӑм-ха? Тӗрӗс, унашкал ҫырусем вӗсем тем тесен те вӑхӑтлӑ тарӑху кӑна, вӑл шухӑшсене пусарма вӑй-хӑват ҫитерме тӑрӑшмалла.

Малалла...

 

Раҫҫей влаҫӗ пӑлхавӑрсен вӑхӑтне хатӗрленет?

  06.04.2016 13:13 | 6138 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи хыпарсенчен пӗр пайӗ — Владимир Путин патшалӑхра ҫӗнӗ ҫар пайне йӗркелени. Ӑна наци гвардийӗ ят панӑ. Кӗскен пӗтӗмлетӳ тусан ҫак шалти ҫар пире терроризмран хӳтӗлӗ, наркотик сарассипе кӗрешӗ тата ытти ӗҫсене тӑвӗ. Чикӗ сыхлама та вӗсем пулӑшӗҫ. Хӑш-пӗр тишкерӳҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх наци гвардийӗ — иккӗмӗш ФСБ евӗрех. Хӑш-пӗр ӗҫӗсем ҫак ҫар пайӗнче хӗсметре тӑраканнисенни пекех. Тӗслӗхрен, террористсемпе кӗрешесси. Ҫӗнӗ ҫар пайне хатӗрлеме укҫа нумай кирлӗ пулмӗ тесе ӗнентереҫҫӗ — унта хальхи ШӖМӗн хӗсметӗнче тӑраканнисемех пулӗҫ имӗш — СОБР, ОМОН евӗрлӗ пайсем.

Малалла...

 

Ача пахчи ячӗсем. Ытти хуласенче пур-и?

  30.03.2016 23:35 | 6517 хут пӑхнӑ

Эпир маларах сирӗнпе Шупашкарти ача пахчисен ячӗсене пӑхса тухнӑччӗ. Вӗсен хушшинче 2 чӑвашла ятлине тупнӑччӗ. Малалла Чӑвашри ытти хуласенчи ача пахчи ячӗсене шӗкӗлчес шухӑшлӑ. Паллашма сӗнетпӗр.

Улатӑр хули

Ку хулара чӑвашсен йышӗ ытла та пӗчӗк пулнипе ятӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине шанма йывӑр ӗнтӗ. Ҫавах та пӗр-пӗр ача пахчине чӑвашла ят панӑ пулсан вырӑссем те чӑвашсене хисепленине кӑтартма май пулӗччӗ. Ара пирӗн чӑвашсем вырӑсла ят пама вӑтанмаҫҫӗ-ҫке, вырӑссен мӗн-ма вӑтанас?

Малалла...

 

Ача пахчисен ячӗсем. Чӑвашли пур-и?

  23.03.2016 22:28 | 6097 хут пӑхнӑ

Шупашкарта миҫе ача пахчи? Вӗсен йышӗнче чӑвашлисем пур-и? Ача пахчисене мӗнле ятсем параҫҫӗ? Чӑваш халах сайчӗ ҫак ыйтусене тишкерес терӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма пултаратӑр.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шкул ҫулне ҫитмен ачасене ӑс паракан ача пахчисем пурӗ 120 ытла. Хамӑрӑн тишкерӳре уйрӑм ятлисене ҫеҫ пӑхӑпӑр, номерӗ кӑна пулсан сиктерсе хӑварӑпӑр. Ача пахчисене йӗркипе тишкерӗпӗр.

 

3-мӗш номерли «Маленькая страна» ятлӑ. Чӑвашла вӑл «Пӗчӗк ҫӗршыв» тесе куҫать.

Малалла...

 

Вӑрланӑ ӗҫ усӑ парать-и?

  15.03.2016 10:07 | 8532 хут пӑхнӑ

Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики

  28.02.2016 02:25 | 7786 хут пӑхнӑ

Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пыраҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?

Малалла...

 

Чухӑннисем мӗншӗн пуяймаҫҫӗ?

  26.02.2016 00:45 | 5934 хут пӑхнӑ

Браун университетӗнче тӗпчев ирттернӗ, пуяннисемпе чухӑннисем укҫана мӗнле тӑкакланине тишкернӗ. Хайхи университет ӑсчахӗсем ҫак ӗҫе 5 ҫул ытла тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене пӗр ыйту кӑсӑклантарнӑ: пуяннисемпе чухӑннисем хӑйсен укҫине мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Тӗпчевре 150 пин ҫын ытла хутшӑннӑ. Тӳрех каласа хӑварас пулать, кунти сӗнӳсем Раҫҫейри халӑха пырса тивмесӗр те пултараҫҫӗ, тӗпчевӗ тем тесен те АПШ-ра иртнӗ-ҫке. Ҫынсем укҫана тӑкаклас йӑлана мӗнле туса пынине тӗпченӗ май ҫакнашкал уйрӑмлӑхсем асӑрханӑ:

1.

Малалла...

 

Такӑрпа такыр

  12.02.2016 08:31 | 6155 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Туркменсем, узбексем тата Вӑтам Азири ытти халӑхсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑрлӑ пуш-хирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑна такыр теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче те «такӑр» сӑмах пур. «Акар ҫулӗ тап-такӑр, уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ», — ҫырать пирен аслӑ поэтӑмӑр К. Иванов-Пӑртта хӑйен «Тимӗр тылӑ» юмахӗнче.

Малалла...

 

Услан, арӑслан...

  28.01.2016 12:19 | 5013 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арӑслан — вырӑсла калас пулсан — лев, куна эпир пурте пӗлетпӗр.

«Услан-кайӑк шыв ӗҫет» тенӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Мӗне пӗлтерет-ха ҫакӑ?

Иртнӗ хайлавра эпир кӑш е кӑшша, кӗшӗк, кайӑк пӗлтерӗшӗсем пирки ҫыртӑмӑр. Анчах «тискер кайӑк» (зверь) ӗлӗк мӗнлерех сӑмахпа упраннине каламарӑмӑр.

Малалла...

 

Сурхури сунӑмӗ

  11.01.2016 11:04 | 6936 хут пӑхнӑ

В.П.Станьял 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти сурхурире калани

 

Аван-и, ырӑ хуҫа, Сурхури пуҫӗ! Сурхури чупса килнӗ халӑха хапӑлласа йышӑнтӑн. Таймапуҫ сана!

Эй-эй! Мӑнуксемлӗ ватӑсем, ача-пӑчаллӑ арсемпе арӑмсем, хӗсӗр хӗрсемпе кастарман каччӑсем! Сурхури уявне пуҫлама ирӗк парӑр.

Ӗмӗртен килекен йӗркепе ҫапла калам:

Ӳснӗ хӗрсем ар тупчӑр та арӑм пулсан ачи-пӑчи сак тулли кӗшӗлтеттӗр. Маттур кинсен телейлӗ нуши ватти-карттишӗн сӑваплӑ пултӑр.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...