Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ермей Рожанский

  14.09.2014 23:52 | 19450 хут пӑхнӑ

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 

Чӗрчунсем пирки

  14.09.2014 20:25 | 4981 хут пӑхнӑ

Чӗрчунсем кашни хӑйне евӗр. Хӑш-пӗр япала тӗлӗнтерет те.

• Арӑсланпа шурӑ упа тытӑҫсан шурӑ упа ҫӗнтерет.

• Ӗне вӑтамран кунне 400 литр метан кӑларать.

• Вӑкӑрсем – дальтониксем.

• Индире – 50 миллион упӑте.

• Чӑх ҫулталӑкне 190 ҫамӑрта тӑвать.

• Чау-чау йытӑн ҫеҫ чӗлхи кӗрен мар.

• Ылтӑн пулӑн ӑсӗ 3 минутлӑха ҫеҫ.

• Чт пысӑк юн пусӑмӗ – жирафӑн.

• Тропика вӑрманӗнчи 10 тӑваткал метрта хурт-кӑпшанкӑ, Новосибирскри ҫынсемпе танлаштарсан, нумайрах.

• Чи ӑслӑ йытӑ – бордер-колли.

Малалла...

 

Тӗнчери тӗлӗнмелли 3 бассейн

  14.09.2014 20:00 | 6094 хут пӑхнӑ

Килти бассейн пирки кам ӗметленмӗ-ха? Паллах, чылайӑшӗн килте бассейн тӑвас килет. Анчах ку вырӑн нумай йышӑнать-ҫке-ха. Анчах хальхи технологисем темӗн тума та май параҫҫӗ. Укҫа ҫеҫ пултӑр.

 

Мрамор урай айне пытарнӑ бассейн.

Hydrofloors компани тӑрӑшнипе ку ҫуртри урай бассейна ҫаврӑнма пултарать. Пускӑч ҫине пуссан урай аялалла анма тытӑнать, ятарлӑ шӑтӑксенчен шыв тулма пуҫлать. Ҫапла майпах бассейн урая ҫаврӑнать.

 

Пӗчӗк картише ҫаврӑнакан бассейн.

Малалла...

 

Тӗнчери чи пуян 5 ӳнерҫӗ

  07.09.2014 15:51 | 4504 хут пӑхнӑ

Ӳнерҫӗсем нумай ӗҫлесе илеҫҫӗ-и? Тӗнчери чи пуян ӳнерҫӗсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

Маркиз Льюис.

Ӑна Ретна тесе те чӗнеҫҫӗ. Вӑл Лос-Анджелесра пурӑнать, вӑл – урамри ӳнерҫӗ. Маркиз – пултаруллӑ ҫамрӑк. Унӑн картинисем 10000 доллартан кая мар тӑраҫҫӗ. Вӑл 33 ҫулта кӑна-ха. Анчах унпа Forbes ҫыхӑнса ӗҫлет. Ун пирки халӑх 2010 ҫулта пӗлнӗ. Вӑл Нью-Йоркри мода эрнинче курӑннӑ. Ретна хӑйӗн ӗҫӗсенче иероглифсемпе, калиграфипе усӑ курать. Ӳнерҫӗ 5 000 000 доллар ӗҫлесе илнӗ.

Тьерр Гетта.

Малалла...

 

Чи чухӑн президент

  06.09.2014 18:23 | 6500 хут пӑхнӑ

Уругвай президенчӗ тӗнчере чи чухӑнни шутланать.

Тӗнчери пур патшалӑхра та тенӗ пекех халӑх шухӑшӗпе политиксем вӗсен пурнӑҫне ӑнланмаҫҫӗ пек. Уйрӑмах пысӑк пукан ҫинче ларакансем. Президентсен яланах пысӑк керменсем, вӗсем чаплӑ машинсемпе ҫӳреҫҫӗ, апат-ҫимӗҫне те чи тутлине ҫиеҫҫӗ. Уругвай президенчех пач урӑхла — вӑл чаплӑ керменте мар, ялта пурӑнать, ӗҫлесе илекен укҫине те чухӑнсене салатса пӗтерет.

Ун килӗ умне ҫитсе тӑрсан эсир типӗтме ҫакнӑ япаласене асӑрхама пултаратӑр. Шыв ӑсма та Уругвай президенчӗ хӑйех ҫӳрет — алӑпа ҫӑлран йӑтать.

Малалла...

 

Тӗнчери чи таса кӳлӗсем

  29.08.2014 16:06 | 6512 хут пӑхнӑ

1. Байкал /Россия/

Вӑл Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрте вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ – 31722 километр, вӑтам тарӑнӑшӗ – 744 метр. Тӑп-тӑрӑ шыв пирки хӑш-пӗр ҫӗрте 40 метр тарӑнӑшӗнчине асӑрхама пулать.

 

2. Пилӗк чечек кӳлли /Китай/

Сычуань провинцийӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн тӗпӗнче выртакан ӳкнӗ йывӑҫсем те курӑнаҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑкӑн вӑхӑтне кура пӗвери шыв тӗсӗ ылмашса тӑрать. Тӗсе ылмаштараканӗсем – минераллӑ тварсем тата шыври ӳсентӑрансем.

Малалла...

 

Хирти геометри

  29.08.2014 15:53 | 5527 хут пӑхнӑ

Кунта сӑмах Нидерланд пирки пырать. Унта тем пысӑкӑш лаптӑкра тюльпан ӳстереҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчен те хитре курӑнаҫҫӗ-ха ҫав чечексем. Анчах самолетпа сывлӑша хӑпарсан куҫ умне тӗлӗнмелле геометриллӗ ӳкерчӗксем лекеҫҫӗ.

 

Ҫак чӗрчунсем этеме тав тӑваҫҫех

  29.08.2014 15:43 | 5467 хут пӑхнӑ

Ку ӳкерчӗксенче этем чӗрчунсене ҫӑлакан самантсене кӑтартнӑ. Чӗрчунсем ҫакӑншӑн ҫынна тав тӑваҫҫех-тӗр. Хӑйне май. Ӑшра.

 

Ӑнӑҫлӑ пулас тесен шухӑшлава улӑштармалла

  29.08.2014 15:40 | 5289 хут пӑхнӑ

 

Ӑнӑҫлӑ ҫынсем ӑнӑҫсӑрринчен... шухӑшлавпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Мӗне шута илмелле-ха?

 

1. Шӑпа ҫине йӑвантарма пӑрахмалла, хӑвӑра мӗн килӗшнине тумалла.

 

Компьютер генине, Стив Джобса, хӑйӗн компанинчен кӑларса ярсан вӑл, «Ку вӑл ман вӗт!» тесе ура тапман, тӗнчене улӑштарасси пирки малалла ӗмӗтленнӗ. Кӗҫех вӑл NeXT электрон компанине йӗркелет, унтан – Pixar анимаци студине. «Пурнӑҫ темле лӑскасан та юратса тӑвакан ӗҫ тупмалла, ҫавна пурнӑҫламалла», – тенӗ Стив Джобс.

Малалла...

 

Тӗлӗнмелле чулсем

  29.08.2014 14:56 | 7114 хут пӑхнӑ

Пирӗн планета тӗлӗнмелле пуянлӑха – минералпа – пуян. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

 

1. Опаллӑ чулланса ларнӑ йывӑҫ

Хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ ҫут ҫанталӑкӑн тепӗр условийӗнче ҫӗрсе каймасть, чулланса ларать, тем тӗрлӗ хурӑм та йышӑнать. Анчах ку вӑл пӗр кун та пулса иртмест паллах. Кун валли темиҫе ҫӗр ҫул кирлӗ. Ҫапла вара йывӑҫ пӑрланса ларнӑ йывӑҫа аса илтерекен минерала ҫаврӑнать. Унӑн хӗрри опалпа халцедонпа ҫуталса тӑрать.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 276, 277, 278, 279, 280, [281], 282, 283, 284, 285, 286, ... 392
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...