Кăвак çĕмрен :: Харкамăн хăйĕн ăраскал
Улăхрăм çӳлĕ ту çине,
Улăхрăм çӳлĕ ту çине
Хура çĕлене вĕлерме.
Хура çĕлен тирĕнчен,
Хура çĕлен тирĕнчен
Хура калпак пустартăм.
Хура калпак таврашне,
Хура калпак таврашне
Вуник ярапа яртартăм.
Хурă калпак ярапи,
Хура та калпак ярапи
Куллен те пĕри татăлчĕ.
Пире ырă сунакан,
Пире те ырă сунакан
Куллен те пĕри хутшăнтăр.
Пире те хаяр сунакан,
Пире те хаяр сунакан
Куллен те пĕри иксĕлтĕр.
Чăваш халăх юрри.
Шухăшсем
I have a question, can you contact me at...
I have a question, can you contact me at...
Hello, I spent a few minutes on c...
Hello, I just visited chuvash...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...