Кăмăлтан юратсан
Улмуççи пахчине шăпчăксен юррине
Итлемешкĕн тухар-и пĕрле?
Çакă çут тĕнчере юрату пуррине
Ĕненсе юрруна кĕвĕле!
Таврара шăпчăксем чарăнми юр юрлаç,
Çил лăпкать улмуççи çеçкине.
Сан çӳхе тутусем илĕртсе йăл кулаç —
Чуптăвассăм килет вĕсене!
Çăлтăрсем сӳннĕ май шурăмпуç хĕрелет,
Ирхи сывлăм сарать кĕмĕлне.
Сан çумна таянса тĕлĕрессĕм килет
Итлесе-çке чĕрӳ тапнине.
Çулăмпа çунакан чĕрери юрату
Чун савни, эс манран йышăнсам!
Пулас çук нихăçан вăл иртми ырату,
Кăмăлтан пĕр-пĕрне юратсан!
Çакă çут тĕнчере юрату пуррине
Ĕненсе юрруна кĕвĕле!
Улмуççи пахчине шăпчăксен юррине
Итлемешкĕн тухар-и пĕрле?
Шухăшсем
I have a question, can you contact me at...
I have a question, can you contact me at...
Hello, I spent a few minutes on c...
Hello, I just visited chuvash...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...