Йывăр каç
Борис Чиндыкова
Каç. Е тĕлĕретĕп,
е таçта, асра
сăввăмра çӳретĕп —
тĕп кĕвви тавра?
Вĕçсĕр кĕнекем-и
вĕçленсе пырать?
Çук пуль, — урăх тема
шăппăн пуçланать, —
Шубертăн квартечĕ
çывхарать хиртен...
Ырнă ăсăн терчĕ
лăпланмасть иккен!
Чир-и — çак асапăм,
юр-и — сĕм каçра?
«Юр, эс — ман савапăм», —
пăтрашать пуçра.
Тĕлĕкрех вĕç-хĕрсĕр
вăранап-ши тек,
ыйхăма сирмесĕр,
Свидригайлов пек?
Тен, эп «конспектлатăп»
çил калаçăвне?
(Ах, хамах туятăп
«термин» кăнттамне).
Пуç юррипек каç-мĕн,
акă — ун юрри:
«Шур çӳçпе çураçмĕ
Хурлăхăн хури!..» —
янраса каяççĕ
çакă йĕркесем,
тен, пăшăлтатаççĕ
тусăн тутисем, —
хум туса-и ячĕç
асăмăн тĕпне, —
ик йĕрке хăварчĕç
Баратынскинне?
Шухăшсем
Your competitors are still manually bidd...
You can analyze PID and gyro data at htt...
Our clients don't just see more traffic,...
Why settle for generic visitors when you...
Set your keywords...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
We built Vantovo on one simple idea: tra...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...