Тахçанхи икĕ юрă
1. Ятсăр юрă
Мĕнлерех ман ĕçĕм-пуçăм,
Эс пĕлместĕн те... Пĕлес те,
Кăшт сисесчĕ те теместĕн,
Ах, пиччем, тĕлĕнтеретĕн.
Мĕнлерех ман сывлăх-сыхлăх,
Эс ыйтмастăн та. Ыйтас та,
Кăшт пуплесчĕ те теместĕн,
Ах, аппам, шиклентеретĕн.
Мĕнлерех ман пурнăç-пурлăх,
Эс курмастăн та... Курас та,
Кăшт чĕнесчĕ те теместĕн,
Ах, тăванăм... пĕтеретĕн...
2. Çулçӳревçĕ юрри
Эп камне те эп мĕнне,
Ах, аннем те калаймарĕ,
Астумастăп аттене,
Пиччепе аппам пулмарĕ.
Тантăшсем, эсир, тен, калăр?
Шăпама та ӳснĕ чух
Анкармашкăн пĕлеймерĕм:
Тиекрен — ыйтассăм çук,
Юмăçа та çитеймерĕм.
Юлташсем, эсир, тен, калăр?
Тертĕм ма-ши тенĕ чух
«Кирлĕ» тенине илтмерĕм,
«Кирлĕ мар» тени те çук, —
Ма-ши пулчĕ, — пĕлеймерĕм.
Иптешсем, эсир, тен, калăр?
Шухăшсем
I've been exploring online casinos latel...
Why pay high prices for paid ads? Our AI...
Our AI-powered traffic service delivers ...
I've noticed that your chuvash...
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...