Депутат сăмахĕ
Вĕри те çутă кăмăл хумĕ
Хаваслăн чĕрене тулать.
Паян эп, çĕнĕ суйлав умĕн,
Пăхса тухасшăн хам çула.
Ĕмĕтĕмпе малашлăха та
Пăхатăп тинкерсе паян.
Çĕршывăмпа эп мухтанатăп,
Унпа эп — чаплă та пуян.
Мана суйланă чух каларĕç, —
Çав пил вăл чĕререх тăрать:
Хăвна ӳстернĕ халăха эс
Ялан та Ленин пек юрат!
Хĕвел çуртне эпир тусаччĕ,
Тусаччĕ капăр керменсем.
Çавал çинче те гидростанци
Çутсаччĕ çутă çăлтăрсем.
Пĕр-пĕр тӳрккес те сивĕ куçлă
Этем тăрсассăн çул çине,
Ăна сирсе, эпир çул уçнă,
Васкатнă хамăр ĕçсене.
Çанталăк тепĕр чух тĕтреллĕ
Пулсан та, уçă пултăр çул.
Ленин пекех таса чĕреллĕ,
Тӳр шухăш-кăмăллă эс пул!
Тăшман сиксе ӳксен ултавлăн
Пирĕн Тăван çĕршыв çине,
Мĕнпур тăвансемпе пĕр танăн
Эп тухрăм халăх вăрçине.
Хыçра выртать нумай пин çухрăм,
Писмерĕм эп вут-çулăмран,
Çарпа пĕрле эп утса тухрăм
Мăн Атăлтан Берлин таран.
Ман пуçăмра пĕр шухăш пулнă,
Çав шухăш нихăçан сӳнмен:
Ленин пекех эс пул хăюллă,
Пĕр тăшмана та ан хĕрхен!
Юнпа хаяр вут-çулăм урлă
Утса каçсассăн, ак татах
Пуçланчĕ лăпкă, çутă пурнăç, —
Ĕçе чĕнет вăл, васкатать.
Çĕнĕ çынсем эпир суйлатпăр
Çĕршыв ĕçне туса пыма.
Татах пехиллесе калатпăр
Халь вĕсене те пĕр сăмах.
Вăл аслă халăхăн сăмахĕ,
Вăл чĕререх çунса тăрать:
Хăвна ӳстернĕ халăха эс
Ялан та Ленин пек юрат.
Шухăшсем
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...