Парăм
Виçеп хамз саманапа —
Ăшра ман çук-и ăпăр-тапăр?
Хăвăртлăхпа, улшăнупа —
Ăшра вĕрет çĕн çил, çĕн тапхăр.
Çапах çĕршывăм умĕнче
Туятăп, пур-ха пысăк парăм.
Суя, элек, ултав çинчен
Хальччен çырман-ха эпĕ ярăм.
Теприн — ăш вырăн, ăш кĕтес —
Тулли кăна ун пултăр енчĕк.
Ăна сутать туртса йĕтес
Ăш-чиккинчи пăтрав кӳлленчĕк.
Тепри çапать ав кăкăрне —
Çаплах пырать-ха параппанлăх.
Айран кăшлаççĕ пĕр-пĕрне,
Пĕтмен-ха нишлĕ курайманлăх.
Хăш-пĕринне кăшлать чунне
Кĕвĕçӳпе кӳпченĕ нăрă.
Сапать вара çынсем çине
Хăй евĕр шĕкĕллĕ пин вăрă.
Çат-çат çытмаллă шарлансем
Ав тĕлсĕр ташă çалтаратăр.
Эрех-сăра минретнĕрен
Хăвăр чунах-çке çарататăр.
Патвар утма хăшне-пĕрне
Тытса чарать темле шикпенчĕк.
Ишсе тăкма йăх-яхсене
Çĕршыв хăюллăн кар çĕкленчĕ.
Халь тухнă эп çапăçăва —
Шур çăнăхран ан туччăр хывăх!
Хавшак çынна çăва-çăва
Çăлтăрсемпе тăвасчĕ çывăх.
...Мельюншар лав, ума пăхсан,
Çав лавсенчен пĕри вăл — манăн,
Тапса туртан мĕнпур вăйран!
Çак тивĕçе ăçтан-ха манăн.
Курак сассиллĕ çуркунне
Тар кăларса акам-сӳрем-и,
Кайран сар тулă пучахне
Ик аллăмпа çӳле çĕклем-и!
Çурт хăпартам, сад ӳстерем
Чечекленсе килес ăрушăн.
Ан пĕлтĕр çеç вăл ӳлĕмрен
Мĕскер вăл вăрçă, мĕн хăрушă.
Çĕршывăмçăм, Тăван çĕршыв,
Эс çут хĕвел те куç шăрçи.
Малашлăха чун куçрĕ-ши —
Ăшра вылять çĕн вăй ăрши.
Çапах ялан ман пысăк парăм,
Ăшра вырнаçнă вăл пит тарăн.
Шухăшсем
I've been exploring online casinos latel...
Why pay high prices for paid ads? Our AI...
Our AI-powered traffic service delivers ...
I've noticed that your chuvash...
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...