Фронтри туссем
Борис Васильевич Шувалова, хамăр полкри гварди полковникне
Фронтри туссемпе эп тепре паллашатăп
Çӳçсем кăвакарнă чухне.
Гвардеецăн халĕ çемçелнĕ-мĕн сас та
Рангсем хаксăрланнă енне.
Корчагинецсем, эпир пин те ытлаччĕ,
Халь çĕррĕн тăрать юбилей кунĕнче.
Çапах та телей-çке, хуть те мĕн калаччăр,
Эпир пухăнни çак сĕтел хушшинче.
Окоп та, поход та... Эпир пĕр çемьеллĕн
Йĕре хывса тухнă шăп Прага таран.
Эпир унта пулнă тăванлă-пиччеллĕ,
Пире кăшласан та хăрушă суран.
Салтак телейне пытарман никамран та;
Чăнах та телейлĕ эпир, чĕррисем.
Антив, пире Конев хăех саламлатăр,
Гвардеецсем паттăр тăван-йыш тесе.
Эппин, асилер-ха пĕрле асапланнă
Чи çывăх çын пулнă хитре яшсене.
Çулсем, сурансем вĕсене илсе кайнă,
Анчах та манмастпăр эпир вĕсене.
Çук халĕ Корчагин. Ун чух — генералччĕ.
Пит шелсĕр-çке вăхăт — чупать те чупать.
Çав паттăр ĕçсем ĕмĕрех янăраччăр —
Çултан та çула гварди чапĕ пырать.
Владимир Грибанов
Шухăшсем
Your competitors are still manually bidd...
You can analyze PID and gyro data at htt...
Our clients don't just see more traffic,...
Why settle for generic visitors when you...
Set your keywords...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
We built Vantovo on one simple idea: tra...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...