Чĕлхе тасалăхĕ
Тăван чĕлхен тасалăхне упрасчĕ
Паян, тĕнче пăтраннă вăхăтра,
Пурин валли те пĕр хĕвел хăпарчĕ,
Тен, тасалар кашни çак самантра.
Чăваш чĕлхин тирпейлĕхĕ çухалчĕ,
Час-час янраççĕ латсăр сăмахсем.
Паян анне чĕлхийĕн сăн-сăпачĕ
Улшăнасса шанас килет, çынсем.
Кунтах калас килет, чĕлхе пăтранчĕ,
Халь калаçаççĕ хутăш чăвашсем.
Çакна пулах ман чун-хавал вăранчĕ:
Кăштах тĕксе илем сире, туссем.
Эп хирĕç мар, калаç эс вырăсла та,
Пĕлен пулсан — калаç хăть тутарла.
Чăваш чĕлхи вăл чăвашла янратăр,
Анчах мĕн-ма пуплетĕр хутăшла?
Кун пек, тен, калаçать вал хутăш халăх,
Эпир таса — чăвашăн ачисем.
Тăван чĕлхен ялан пулса пуянлăх,
Çакăн çинчен ан манăр, тăвансем.
Чĕлхе илемлĕхне аталантарăр,
Вăл пур кашни чăвашăн чĕринче.
Ытарлă калаçма та ан вăтанăр,
Сăпайлăхпа çеç тултăрччĕ тĕнче.
Паянхи кун пурне чĕнсе каласшăн,
Халь пур çынпа та пулăр юлташла.
Кирек ăçта та пĕр-пĕрне курсассăн
Таса сăмах янратăр ЧĂВАШЛА.
Шухăшсем
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...
Παραδοσιακό παστίτσιο στο https://www....