Хам ăша эп хам кĕретĕп...
— Хам ăша эп хам кĕретĕп,
Хун тĕви çинче çӳретĕп,—
Тет чăваш таки — шăрттанĕ,
Кам çакна, атьсемĕр, манĕ?..
Эй, чăваш, хăçан каланă
Эс çакна, епле хайланă?
Эс ăçта унпа çӳренĕ,
Пурнăç çулĕ тĕрĕленĕ?
Хăш енче яту çĕкленнĕ,
Хăш енче чапу кĕрленĕ?..
Сан юрру ăçта янранă,
Чатăру ăçта хумханнă?
Эс миçе вут-тăвăл тӳснĕ,
Йыш-çурту çапах сан ӳснĕ...
Пулнă хĕç чăваш шăрттанĕ,
Ту-сăрта вăл касаканĕ.
Йывăр çул-сукмак-и ӳкнĕ —
Тур утсем ăна, тет, çинĕ.
Тус-йыша шăрттан сăйланă,
Шур ейме çинче вăл ларнă.
Çичĕ ют унран харанă,
Çăтăх чун — вăйне пусарнă.
...Мĕн тери чăваш сăмахĕ —
Иксĕлми иккен уртмахĕ.
Эс, тăван, туятăн пулĕ:
Сар шăрттан — чăваш кунçулĕ.
Шухăшсем
I've been exploring online casinos latel...
Why pay high prices for paid ads? Our AI...
Our AI-powered traffic service delivers ...
I've noticed that your chuvash...
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...