Эпир санпа...
Валерий Ашкерова халаллатăп
Эпир санпа пĕр пурнăçа пурнатпăр,
Пĕр çĕр çине таптатпăр кунсерен,
Хăш чух, чĕре хушсан, хайлав çыратпăр,
Хыпса çунса пĕр çукшăн чĕререн.
Эпир санпа пĕр сывлăшпа сывлатпăр,
Çăтса Элшелĕн тĕтĕм-сĕрĕмне.
Хĕвел тухсан эпир хаваслă, сапăр —
Нумай-и кирлĕ пирĕн çулсене?
Тăван çĕршыв çинчен сăмах каласшăн:
Ăçта илсе çитерĕ-ши шăпи?
Мĕскер сĕнсе кĕтет пире малашлăх?
Вĕçне тупмашкăн çăмăл мар-çке пит.
Эпир санпа çĕр нушине чухлатпăр,
Чунпа туятпăр вăл йынăшнине.
Çĕр чăмăрне каса-каса сутма та
Çитет хăюлăх бизнесменсене.
Пур пурлăха демократсем вăрларĕç,
Пурис-сунарçă печĕ ĕмĕтне,
Тата хăçан-ши сăмахăмăр ларĕ,
Тапса кăларнă тĕхĕлĕ çине.
Çак саманан асар-писер пасарĕ,
Паян — çапла, ыран — пĕлет Турри,
Хăшне — услам, хăшне — пасар масарĕ,
Ĕçре пачах юхмасть халь ĕç юрри.
Эпир санпа пĕр хуранта вĕренĕ,
Ĕç тарĕпе пиçсе мĕн ачаран.
Тĕнче тертне чĕре çине тиенĕ,
Чунпа поэт пулса çуралнăран.
Ĕнен, ентешĕм, пур-ха, пур вăлчăнлăх,
Сӳнсе пĕтмен-ха харсăр чĕресем.
Сĕве шывне çаплах парать вăй Чăнлă,
Мăн Атăла кĕресшĕн кĕрлесе.
Шухăшсем
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...