Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемÇич çунатлă куракКăвайт çутисемВăрман ачисемПулас кинсемПăва çулĕ çинчеЧапшăн пурăнмастпăр

Маска тăхăннă çын


Эс калатăн:

Кирлĕ çирĕп тус-тăванлăх,

тутине ан çырттăр тĕлсĕр курайманлăх.

Çын шыва путсассăн, аллуна эс султăн:

Çавă кирлĕ терĕн, лехлетсе çеç култăн.

Çын парсассăн çăкăр — çăтăхса илетĕн,

хăв ăна кайран эс мăн чулпа перетĕн.

Çавă кирлĕ тетĕн, шăл йĕрсе утатăн,

çын инкекĕнче те киленӳ тупатăн.

Çамкуна пĕретĕн, тыткалатăн ăслă,

эс мораль çинчен те вăтанмасăр йăслăн.

Сикчĕллĕ ултавăн вăрттăн-хĕрттĕн йĕрĕ

сан хыçран юлмасăр, пур çĕре те кĕрĕ.

Чун рентгенĕ витĕр кăларса пăхсассăн,

куртăм чăн сăнна эп, хаш! сывларăм ассăн.

Сăвă вăрттăнлăхĕ


Çуралчĕ шик: тен, вăхăтăн хаччи

Пуш сăввăма касса кĕскетĕ шелсĕр?

Йĕркем ан пултăр сумсăр çил ачи,

Ăсталăх уйĕ, эс ан лар çĕмелсĕр!

 

Кил, пĕчĕк пĕлĕт, мăнтăркка ача пек,

Çĕн уйăхăн шур кăкăрне ĕмме!

Ыр-сывă чух, ма пурнăçран эп чакăп?

Шырам-ха вĕçĕм çĕнĕ кĕввĕме.

 

Юл, пӳлĕм, юл, сĕтел! Эсир-и

Пуççаптарма пултарăр халь мана?

Калам: эсир çук пултару пушхирĕ...

Тен, хам та эп вăрмансăр тăмана?

 

Хам çĕршер хут сăнланă сив чулра та

Тупам хальччен асăрхаман шевле:

мана çав чул шăпи те шухăш патăр...

Тула! Пите, хĕвелĕм, писевле.

 

Эппин, куçра сенкер тĕтре пек явăн,

каçхи тӳпе! Кашни турат çинче

ман шухăш ярăнтăр чуччу!

Эх, явăл, —

аван-çке пултарулăх сăпкинче.

 

Ăна хăшсем халтан кайса шыраччăр

хваттер читлĕхĕнче пукан хĕртсе.

Унпа вĕсем тĕл пулас çук: сар каччă,

ăслах пулсан, ларать-и хĕр кĕтсе?

 

Кунçул вăрманĕ, ум тулли илемĕ

Малалла

Мăшăр тени мĕн тени


Мăшăр тени мĕн тени, —

Çумра арçын пур тени.

Юратупа пĕрлешсе

Пĕр çăмхана явăнни,

Пĕрне-пĕри итлесе

Килĕштерсе пурăнни.

 

Мăшăр тени мĕн тени, —

Çумра хӳтлĕх пур тени.

Ĕшенсессĕн тайăнма

Юман вырăнне пулни,

Ăшшăн тытнă ытамра

Ачашланма май пурри.

 

Мăшăр тени мĕн тени, —

Çумра шанчăк пур тени.

Çирĕп сывлăхлă пулса

Ăрăва вăй-хал пани,

Çут пуласлăха курса

Хавасланса пурăнни.

 

Мăшăр тени мĕн тени, —

Çумра ырлăх пур тени.

Ватлăхра та киленсе

Пурнăçа хыт юратни.

Ачасене ӳстерсе

Пĕрле ĕмĕр вĕçлени.

Кăвар çинчи ташă


Выртать кăвар йăл-йăл çиçсе,

Пире парса хăй ăшшине.

Вут пек таса пулас тесе

Чăваш пуçлать хăй ташшине.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла сыхлать хăй сывлăхне.

 

Кĕрсе каять кăвар çине

Вăл хăйшĕн хӳтлĕх шыраса.

Çарран сикет кăвар çинче,

Те савăнса, те макăрса —

Ташлать чăваш кăвар çинче.

Çапла упрать чун хавалне.

Çапла сыхлать вăл хăй чысне.

 

Сикет чăваш кăвар çинче

Ниçта кайса кĕме çукран.

Ташланă чух кăвар çинче

Хăрушă мар нимле тăшман.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла упрать таса ятне.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла сыхлать хăй ирĕкне.

Чăваш ташлать кăвар çинче...

Юр патшине çĕнтерни


Пĕр йăвара шăши çемйи пурăннă: ашшĕ-амăшĕ тата виçĕ шăши çури. Асли — Тимофей ятли — 3 çулта, хыççăнхи — Толя — 2 çулта, кĕçĕнни — Татьяна — пĕр çулта. Ĕçчен Татьяна аслисем хушнине тăрăшса пурнăçланă. Пиччĕшĕсем питĕ кахал пулнă.

Пĕррехинче амăшĕ ывăлĕсене шыв ăсса килме хушнă. Шăшисем килĕшнĕ пек тунă та амăшĕ пăрăнсанах йăмăкне шыв ăсма кăларса янă, хăйсем çывăрма выртнă.

Кĕçех Татьяна пушă витресем йăтса çăл патне çитнĕ. Анчах унта шыв юлман иккен. Тепĕр çăла пăхнă — унта та шыв çук. «Мĕн тумалла-ши? Киле шывсăр таврăнсан мана пиччесем çапса пăрахаççĕ вĕт», — йĕнĕ шăши çури.

Кĕçех вăл Таня ятлă пĕчĕк хĕрачана тĕл пулнă.

— Мĕншĕн куççуль тăкатăн? — ыйтнă çав хĕрача. Шăши çури хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Анчах хĕрача ăна мĕнпе пулăшмаллине пĕлмен.

Сасартăк çăл шăтăкĕнчен сасă илтĕннĕ. Икĕ Таня çăлалла пăхнă та шăтăка кĕрсе ӳкнĕ.

Кунта та хĕл хуçаланнă. Пĕр кĕтесре мулкачсем йĕрсе ларнă. Юр патши вĕсенчен шыв вăрласа тарнă иккен. Шăшипе хĕрача мулкачсене пулăшас шутпа Юр патши патне кайнă.

Вĕсене хирĕç пĕр хĕрача чупса тухнă. Вăл хăнасене кунтан хăвăртрах тарма хушнă: «Унсăрăн сире Юр патши шăнтса лартĕ!»

Малалла

Каппайчăксем


Хаваслăн ӳснĕ ашкăрса çулла

уçланкăра вĕлтĕренпе хупах.

Каланă иккĕш те кула-кула:

— Чи-чи çӳлли кунта халь хамăрах.

 

Çав вăхăтра юман йĕкелĕнчен шăтса,

тет, тухнă çамрăк çеç хунав.

Мĕнле çумкурăк ку ӳсет пĕччен? —

тесе пуçлаççĕ хайхисем шăв-шав. —

 

Çулçи имшер, хăй пĕчĕкçĕ, лутра,

çут хĕвеле кураймĕ нихăçан.

Эпир унпа ыр курнă вăхăтра,

вăл ӳсĕ сулхăнра аран-аран.

 

Илемĕ те çук унăн, иçмасса,

кама-ши тĕлĕнтерĕ хăйĕнпе? —

Вĕлтĕренпе хупах, юнав хурса,

кĕтеç юман ӳсессине хĕнпе.

 

Иртеççĕ ерипен шуса çулсем,

юман ярать тымар çине тымар.

Турачĕпе выляççĕ шух çилсем,

вăл улăп пек ӳссе ларать патвар.

 

Вĕлтĕренпе хупах тĕлĕннипе

чĕлхесĕр пулнă ĕнтĕ тахçанах.

Юман çӳл тӳпене çĕкленнипе

сăлтавĕ пулнă тĕлĕнме, чăнах.

 

Вĕлтĕренпе хупах иккĕленсе

пуплеççĕ пĕр-пĕрне пӳле-пӳле.

Ыйтаççĕ юманран кăшт шикленсе:

Мĕнле вăйпа çĕклентĕн эс çӳле?

Малалла

Калаççĕ: çирĕплĕх этемшĕн кирлĕ!...


Калаççĕ: çирĕплĕх этемшĕн кирлĕ!

Саватăп эп таса çирĕплĕхе.

Хĕмлентĕр шухăшăн кăварĕ вирлĕ,

ăсталăхпа вăл туптăр пĕр чĕлхе.

 

Ăсталăх çивĕч каскăчпа хăвартăр

Гранит чула та пурăнăç парса.

Поэт-и е герой сăваплăн лартăр

Урамсенчен çынсем çине пăхса.

 

Туптантăр çирĕп, кĕвĕллĕн янратăр

ман сăвă чанĕ — мĕскĕн саслăн мар.

Манран, хевтесĕр кăмăл, аякра тăр!

Хам ӳсĕмшĕн ялан юхтарăп тар!

 

Ăсталăх, ĕмĕт... йĕкĕреш ача пек

Туятăп çак ик сăмаха. Вĕсем —

пуласлăхăн хыпарçисем, çын чапĕ, —

ал мускулĕ пек кирлĕ сăмахсем.

 

Ялтравлă параллель йĕрсен тӳр çулĕ

каç сĕмлĕхне кĕрсе çухалнă пек,

вĕсем чĕнеççĕ аслă Пултарулăх

инçетлĕхне малашлăх сассипе!

Юратусăр телей çук


Чăн юрату мĕнлине

Пур-ши лайăх пĕлекен,

Халсăр чĕрем кăварне

Кăшт та пулин чĕртекен.

Çумра çывăх çын çукки

Кашни кунах сисĕнет,

Юратусăр пĕрлешни

Савăнăç çулне пӳлет.

 

Хама пĕччен туйнипе

Ăш пуçларĕ вăркама.

Юратнă çын çуккипе

Сулхăн çапрĕ чунăма.

Юратупа çăвăнса

Çуралтăрччĕ кашни çын,

Юратупа ăшăнса

Пурăнтăрччĕ кашни кун.

 

Юратусăр пĕрлешсе

Улталар мар пĕр-пĕрне,

Юратусăр пурăнса

Кĕскетер мар ĕмĕре.

Юратусăр телей çук,

Унсăр тунсăх пурăнма.

Турă çырни çумра чух

Ан пăрахăр юратма.

Чи хакли


Сывă чух чĕремĕре тăрăшмастпăр упрама,

Сывлăх чи хакли çинчен пĕлейместпĕр шутлама.

Куçа уçнă-уçманах тытăнатпăр васкама:

Малалла та малалла — вăхăт çук пек тăхтама.

Кĕвĕç чунçен çăхавне, сив сăмахпа хăртнине

Йăлт илет вăл хăй çине, сыхласа чун хавалне.

Ырлăхра та хурлăхра шеллемест хăй ăшшине,

Канăçа манса тапать — пĕлме çук ун мехелне!

Лавне йывăр тиесен, çулĕ тумхахли лексен,

Такăнма пуçлать чĕре, итлеми пулать пире,

Ытларах та ытларах хуçине пăхăнтарать,

Хуçине пăхăнтарать, хăй тарçи туса хурать.

Чĕрем, тархаслап сана — ан пăрах мана.

Упа патĕнче пултăм


Пĕррехинче уй-хирте йĕлтĕрпе ярăнса çӳренĕ чух эпĕ çухалса кайрăм. Хырăм та выçрĕ. Нимĕн тума аптăранипе тунката çине лартăм.

Сасартăк çил-тăман вĕçтерме пуçларĕ. Ӳленĕ сасран хăраса çывăхри вăрмана кĕрсе кайрăм. Пĕр хыр çинче ларакан ула такка мана инкек пуласса систерчĕ, асăрханса çӳреме сĕнчĕ.

Унччен те пулмарĕ — хамран инçех те мар упапа кашкăра куртăм. Часрах йывăç хыçне пытантăм. Упи малалла утрĕ, кашкăрĕ ман йĕрсене шăршлама пуçларĕ. Вăл мана тупрĕ те: «Сана çисе яратăп!» — терĕ. Упа çакна илтсен каялла таврăнчĕ, мана хӳтĕлерĕ:

— Эсĕ, кашкăр тус, ку хĕрачана ан тĕкĕн-ха. Эпĕ ăна хам пата киле илсе каятăп. Вăл мана кукăль пĕçерсе çитерет.

Кашкăр-кашаман пăрăнса утсан упа мана хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ. Эпĕ вăл хушнă ĕçсене йăлтах пурнăçларăм: пӳртĕнче тирпейлерĕм, кăмака хутса кукăль те пĕçертĕм. Анчах вăл пур-пĕрех мана киле яма васкамарĕ-ха:

— Ыран ăсатса ярăп, — терĕ.

Тепĕр ирхине упа ман валли çĕнĕ йĕлтĕр туса пачĕ, ăшă кĕрĕк тăхăнтартрĕ, сыв пуллашса инçе çула ăсатрĕ.

Эпĕ киле çитсен хам ăçта çухалса çĕрени çинчен аттепе аннене каласа патăм. Вĕсем мана ыталаса илчĕç. «Тен, çакă йăлтах тĕлĕкре пулчĕ пуль», — шухăшларăм эпĕ тăван килте атте-анне хӳттинче ларнишĕн савăнса.

■ Страницăсем: 1... 552 553 554 555 556 557 558 559 560 ... 796

Шухăшсем