Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемЧапшăн пурăнмастпăрӐшӑ ҫумӑрКушкă ачиКĕмĕл кĕперЙĕрсемКулăшла калавсем

Çын, çынпа калаçса...


Çын,

çынпа калаçса

калаçмашкăн вĕрен,

сан кашни сăмахху тухтăр чун-чĕререн.

Ăш сăмах шутсăр кирлĕ паян тĕнчене:

кайăка, чĕрчуна...

Хăвăн пек çынсене.

Çын,

çынна юратса

юратмашкăн вĕрен,

юрату пур чухне юрри сӳнмĕ чĕрен.

Юратма пĕлекеншĕн —

тĕнче савăкрах:

сар хĕвел ăшăрах,

çăлтăрсем çутăрах.

Çын,

çынна пулăшса

ыр тумашкăн вĕрен,

ыр тăвас ыр йăла ан çухалтăр çынсен.

Ыр тусан çех эпир пурнăçра пĕр-пĕрне

пултаратпăр тăсмашкăн

этем ĕмĕрне.

 

Çын, çынпа калаçса

калаçмашкăн вĕрен,

çын, çынна юратса

юратмашкăн вĕрен,

 

Çын, çынна пулăшса

ыр тумашкăн вĕрен —

урăхла çул-йĕр çук

пурăнас текенсен.

Поэтсене юратăр, пикесем...


Поэтсене юратăр, пикесем, —

Чечен куллăрсемпе хавхалантарăр,

Сив сăмахпа ан хурлантарăр...

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, аппасем, —

Вĕсемсĕр ĕненӳ те пулĕ йӳнĕ,

Янрамĕ юрă, çутă ĕмĕт сӳнĕ...

Поэтсене юратăр, аппасем!

 

Поэтсене юратăр, пикесем!

Ача чĕри вĕсен — ан суранлатăр,

Суранлатсан, ачашлăхпа сыватăр...

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, йăмăксем!

Вĕсемсĕр çын Илем мĕнне те манĕ,

Чунне çухатĕ, сивĕнĕ, чулланĕ...

Поэтсене юратăр, йăмăксем!

 

Поэтсене юратăр, пикесем, —

Вĕсен таса ятне ан хăрттăр ирсĕр —

Пĕрне те ан хăварăр кил хӳттисĕр!..

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, аннесем, —

Вĕсемсĕр «ют», «тăван» тени пăтранĕ,

Ырри путланĕ, усалли вăранĕ,

Сăпка юррисĕр ӳсĕç пепкесем...

Поэтсене юратăр, аннесем!

Мĕскер çухатрăм, мĕн туянтăм?..


Мĕскер çухатрăм, мĕн туянтăм?

Мĕн — ĕмĕре, мĕн — саманта?

Мĕне — вăрр! ывăтрăм та ятăм,

Мĕне — упратăп пит шалта?..

 

Ĕнер çех ăшăтнă кăвайт та

Паян кĕл пулнă, сип-сивех.

Ĕнер — пĕрне эп чыс тăваттăм,

Паян — вăл сивĕннĕ хăех...

 

Тин çех чĕрри — хăрма пуçланă.

Илем пулни — епле тискер!

Пин хут илнисене те маннă...

Туянтăм тем, анчах — мĕскер?

 

Çĕрти те, çĕр çинчи те, авă,

Çӳл тӳпери те — вырăнтах.

Мĕне иккĕленӳсĕр савăп?

Хăшне çухатăп-ши татах?..

Асамлă флейта


Ку ĕç Çĕнĕ çул уявĕнче пулчĕ.

Йĕри-тавра асамлă чăрăшсем çиçсе лараççĕ, йăлтăр-ялтăр çутăпа ялкăшаççĕ. Такамăн çирĕп алли мана вăшт! çĕклерĕ, кăпăшка пĕлĕт çине илсе хăпарчĕ. Уйсем, вăрмансем çийĕн вĕçнине туйсан çул çӳреве тухнине ăнлантăм.

Çĕнĕ çул каçĕнче тĕлĕнтермĕшсем пулнине хам та вуласа пĕлнĕ. Унсăр пуçне кукамай та час-часах каласа кăтартатчĕ. Хуласем, юханшывсем çийĕн вĕçсе иртетĕп. Сасартăк пĕлĕт вăйсăрланчĕ, хăвачĕ сехетсерен пĕтсе пычĕ. Вăл çĕр çинелле анчĕ. Юлашкинчен йывăç тураттинчен çакланчĕ те чăлханса ларчĕ. Чутах ӳкеттĕм, юрать-ха, туратран тытма ĕлкĕртĕм. Кайăк сассипе тăна кĕтĕм. Йывăç çинче шăпчăк йăви пур иккен. Телее, эпĕ унăн чĕпписене лапчăтма ĕлкĕреймен.

Сасартăк аçам пысăкăш ăмăрт кайăк тӳперен пирĕн çине персе анчĕ. Те мана тытасшăн пулчĕ, те шăпчăк чĕпписене. Анчах эпĕ хăрамарăм, пĕлĕт юлашкинчен юлнă шывпа пĕрĕхрĕм ăна. Ăмăрт кайăк тӳрех пĕчĕкленсе ларчĕ, çĕр çине ӳкрĕ.

— Пулăшăр! — кăшкăрать хайхи.

Ăмăрт кайăка шеллес килчĕ. Шăпчăк йăви патне таврăнса пĕтĕмпех каласа кăтартрăм. Иксĕмĕр халсăрланнă кайăка еплерех пулăшасси пирки шутлама тытăнтăмăр.

Малалла

Мĕн пулчĕ-ши мана?


Мĕн пулчĕ-ши мана? —

эп тĕлĕнетĕп:

Усал — хурлантарать, ырри — йĕртет...

Шăла çыртса хура-шура çĕнетĕп,

Хаваслăх хĕмĕ кусăма вĕтет...

Нуша — иртет, хавал —

çитет тени те

Хăш чух йăпатаймасть пек ăсăма.

Тата мĕскер куç курĕ, чунăм илтĕ?

Мĕн юлĕ каçарусăр асăма?

Сĕм тĕттĕм каç ӳкет те сывлăм — вучĕ

Çиçме пуçлать хĕвел тухсан анчах...

Тата ак тĕлĕнетĕп: темĕн пулчĕ —

Чун çемçелет... тен, эп ачаш ачах?..

Пит йӳн-шим хура-шур вăл? —

шухăшлатăп, —

Пит хаклă-шим ырри çак çĕр çинче?

Кăшт савăнсассăн та — йĕрсе кулатăп,

Вĕри шевле çиçет куç тӳпинче.

Чăнлăхшăн


Тинĕс, тинĕс, эс хура,

Мĕншĕн хуп-хура?..

Тĕрлĕ йывăрлăх курса

Хуралатăн пуль, ара?..

 

Куçусем те сан кăвак,

Мĕншĕн кăн-кăвак?..

Тӳпене нумай пăхса

Тăнипех-ши кăн-кăвак?..

 

Сан çӳçӳ те шап-шурах,

Мĕншĕн шап-шурах?..

Чăнлăхшăн шав çапăçса

Шуралатăн пуль, ара?..

Савни патне


Ĕсĕклесе йĕрет çап-çамрăк хыр

Чукун çул хĕрринче, пуçне чиксе.

Тарасшăн тейĕн тайгаран çак ир,

Çăп-çăмăл кутамкка илсе.

 

Мĕн-ма кун пек салхуллăн авăнан?

Пĕлместĕн-им: хĕл иртĕ те, сана

Асар-писер тустармĕ сăлпăран,

Ачаш çил çеç ачашлĕ вуллуна.

 

Ăнланнă пек çĕклерĕ хыр пуçне:

Пĕлместĕн, терĕ хумханса, мана.

Çак вырăнтан шеллевсĕр кĕркунне

Касса-çке кайрĕç йăрăс хурăна.

 

Ĕсĕклесе йĕрет çап-çамрăк хыр

Чукун çул хĕрринче, пуçне усса.

Савни патне, савни патне çак ир

Каясшăн тейĕн, тайгаран тухса.

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман


Çăп-çăмăл парăс карнă пĕчĕк кимĕ

Шăвать хуллен хура хум çийĕпе.

Çăкалăх витĕр уйăх пайăрки-мĕн

Тĕл-тĕллĕн кĕнĕ шăтарса йĕп пек.

 

Çыр хĕрринче тăраççĕ икĕ чăрăш,

Пире кĕтсе илеççĕ тейĕн çав.

Ху кĕсменне çеç авăсмасăр тăр кăшт —

Сан киммӳнтен юлас çук пĕр çункав.

 

Хаяр Иртыш лăпланасса кĕтмесĕр

Туртса хăпарчĕ сулăсем буксир.

Çулран шав пăрăнсассăн, киммĕм, эсĕ

Çак хумсене касаймăн сийĕн-си.

 

Хур тĕкĕ евĕр вĕçсĕр чӳхенетĕн,

Сикетĕн ывтăнас пек шыв çинче.

Сана шанса тăрсан çын пур хĕне те

Лекме пултарĕ çиллĕ кунсенче.

 

Эп парăслă шур кимĕ пек пулмастăп,

Юхса каймастăп шыва май нихçан.

Хумсем çапсан та —

пăрăнса тăмастăп,

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман!

Çĕнĕ çул


Çĕнĕ çул çывхарать. Çуртсем çĕнелеççĕ, çĕрĕпех çутăсем çунаççĕ. çуртсем çуталаççĕ. Çынсем те çуталаççĕ. Çемьесем Çĕнĕ çулта çутă çуртсенче. Çĕрле çуртасем çутатаççĕ. Çурта çути. Çăлтăр çути... Çутăсем çĕрĕпех çунаççĕ. Çынсем çĕрĕпех çывăрмаççĕ. Çупа çăмах çиеççĕ, çимĕçĕсе-ем! Çеп-çемçе-çке! Çавра çил çаврăнать. Çил çинче çăлтăрсем çиçеççĕ. Çур çĕр çывхарса çитет.

Çамрăксем çепĕç çемĕпе çума-çумăн çаврăнаççĕ, çутăра çĕррисем çуталаççĕ. Çамрăк çамрăках çав, çăмăллăн çаврăнаççĕ.

Çăмăлттай Çеруш çăмламас çăматăпа, çĕтĕк çĕлĕкпе. Çинахви, çĕлĕк çĕлекен, çăмăл çăпатапа. Çинкка — çара çерçи, çӳçне çивĕтленĕ, çӳçĕ çутăра çиçет. Çинкка çамки çине çутă çаврашка çыпăçтарнă, «çунаттисемпе» çатăлтатать. Çемен — çар çи-пуçĕпе. Çăт-çат-çăтти-çат, çăтти-çатти çăтти — çат-т... Çамрăксем çиçеççĕ! Çеруш Çурçĕре çыру çырасшăнччĕ. «Çтаппан, çуркунне çĕмĕрт çеçке çурĕ, çăвĕпех çырла çийĕпĕр. Çырмара, çăл куç çывăхĕнче, çерем çинче çĕр çырли çитĕнет. Çĕр çырли çеçке çурĕ, çĕр çырлине çурлапа çулсах çийĕпĕр. Çăка çеçке çурĕ. Çăкан çырли çук çав, çăка çулçи çаврака. Çеçпĕл çеçке çурĕ. Çулла çумăр çăвĕ, çăлтăрсем çунĕç, çиçĕм çиçĕ. Çурçĕрте çырла çук. Çулла çул çӳреве çит, çырла çийĕпĕр».

Малалла

Элчел çинчен халь шухăшлас-и?..


А.Воробьева асăнса

 

Элчел çинчен халь шухăшлас-и? —

Тин чĕрĕлнĕ çурхи тĕнче.

Хĕрсем карталанса ташлаççĕ

Слакпуç урамĕ варринче.

Виç аркăллă, хăюллă-сăслă

Кĕпи вĕсен епле хитре!

Пăхса ларасчĕ тарăн ăслăн —

Тем мурĕ йăлкăшать питре...

Ах, çаврăнаççĕ, явăнаççĕ

Нарспи инке йăмăкĕсем!

Эх, мĕншĕн, мĕншĕн эп хăна-ши! —

Чун хурланать аса илсен...

Тен, пиллĕ Слакпуçне эп килнĕ

Кăштах, кăштах кая юлса...

Вăтанчăклăн çĕн ӳсĕм кинĕ

Куçран пăхать-ха йăл кулса.

Пăхать вăл вăрттăн, шунă майăн

Чечек пек ташă картинче.

Тен, туйăнать?.. Мĕнех, нумаййăн

Йăпанакан çак çĕр çинче...

Поэт час-час телейсĕр пулнă

Пурнăçĕнче, юратура,

Вилсен анчах ăна чыс тунă —

Пĕр майлă, шăпине кура...

Епле асаплăн, тертлĕн сӳннĕ

Мухтавлă, аслă Кĕçтенттин!

Çитейрĕ унăн çутă кунĕ

Ытла кая юлса, халь тин...

Ăна савса калатпăр сăвă

Хăй ялĕнчи бюст умĕнче.

Чунра — е кӳренӳ, е тăвăл:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 543 544 545 546 547 548 549 550 551 ... 796

Шухăшсем