Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атăл шывĕ юха тăратьЙытă тĕлĕкĕКĕмĕл кĕперШевле çутиПирĕн çулталăкСӳнми хĕлхемУтарта

«Эй, мĕн чухлĕ чечек çĕр çинче...»


Эй, мĕн чухлĕ чечек çĕр çинче,

Эй, мĕн чухлĕ чечек!

Инçетри çăлтăрсен тĕнчинчен

Çимĕке аннă пек.

 

Уйăрса тăрам мар вĕсене —

Савăнса çех тăрам.

Уйăрса эп парам кашнине

Ăшă кăмăл-турам.

 

Тусăмсем, килĕр, иртĕр мала,

Юрлăр чун каниччен.

Тăвансен пурте тан пулмалла

Мĕн çĕре кĕриччен.

 

Улăхăм — тĕс кайман улача,

Тĕррисем — хантăсла.

...Ĕнтĕ çимĕк пĕрле те, анчах

Ăраскал ăрасна.

Хура вăрман çинче


Хура вăрман çинче епле алхапăл

Сиксе, сиксе куккукĕ авăтать.

Те пурăннă кунăмсене шутлать вăл,

Те пурăнас кунăмсене шутлать.

 

Ах, кайăк тусĕ — ытла та çăмăл,

Ах, кайăк савнăçĕ — ытла таса...

Тӳре пек хĕрхенӳсĕр вăхăт-тăвăл

Мана та ĕнтĕ кайĕ таптаса.

 

Çул хĕрринчи çеçкен тăрса юласчĕ

Сиксе, сиксе иртен кунăмсенчен.

Кив сăввăмсем патне ман таврăнасчĕ,

Куккукăм, сан çунаттусем çинче.

 

Пӳрне хуçса пырас — пӳрне çитеймĕ,

Ытла нумай, тен, авăтан, куккук?

Пурнас кунра мĕн килĕ, мĕм килеймĕ —

Чикан та каласа параяс çук.

 

Ир еннелле тĕлленнĕ тĕлек пек-и

Е каç юрланă çаврăм юрă пĕк? —

Чăпар куккукăн авăк-авăк тĕкĕ

Вĕçсе анать уçланкă çумĕпе...

Атăл урлă кĕпер хывнă иккен...


Ĕмĕр иртет, тăван, кун юлать,

Сарă хĕвел вăлтса йăл кулать:

Эпир йӳтесе те вилме выртсан,

Ку тĕнчене кун мар — чун юлать.

 

Ватăласпа пĕр ĕç ик алла:

Туя тытса сĕнксе лармалла.

Мĕншĕн йĕм тĕп çĕре перĕниччен

Пурăнмалла тунă çаплалла.

 

Çакă юррăм пултăр умсăмах,

Юрлас юррăм пултăр хыçсăмах.

Вăйпитти те вăхăта асаилсен,

Анне юрри килет асăма:

 

«Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,

Эпир каçаймасăр юлнă иккен,

Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен».

 

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен,

Кĕперрине сӳтсе кайнă иккен.

Эпир хут вĕренсе те чап илнĕ чух

Пурнăçĕ те иртсе кайнă иккен.

 

Ах такăр мар килчĕ утма çул,

Утмăл кукăр килчĕ утмăл çул.

Анне пиллĕхĕпе те, Тур çырнипе

Пуçăм сывă паян, кăмăл — çу.

 

Хĕвел тухать ĕмĕр тухăçран,

Тĕксĕмленсе килет анăçран.

Апла пурăнтăм-и эп, капла-и, —

Усси пултăр çакă пурнăçран:

 

Мăнуксене парам вак укçа,

Малалла

Пăрлă шыври хĕвел пайăрки


Юратуçăм! Пĕр сана шыратăп

Эс ăçта çӳретĕн çак таран?

Эп вилсен те пурпĕрех юратăп,

Сан патах-çке пырăп тупăкран

Григорий Илепер.

 

I

— Марина, эпĕ йăмăк патне кайса килес тетĕп-ха, — терĕм тантăшăма ĕç пĕтерсе радио çуртĕнчен тухсан.

— Мана пăрахса хăварасшăн-и вара? — куçне вылятрĕ тусăм.

— Пуçра та пулман унашкал шухăш. Пĕрлех каятпăр, — аллинчен тытрăм ăна.

Эпир троллейбуссем чарăнакан тĕле утрăмăр. Пире кирлĕ транспорт часах чарăнчĕ те, салона кĕтĕмĕр. Темшĕн пĕтĕмĕшĕ, ватти те вĕтти те, куçĕсемпе тӳрех манăн чĕркуççинчен чылай çӳлерехри юбка айĕнчен курăнакан çара урасем çине тăрăннăн туйăнса кайрĕ те, пите хĕрлĕ сăн çапнине сисрĕм. «Ах ку кĕске юбкăна! Мĕншĕн тăхăнатăп-ши ăна пĕрех хут?» — тарăхрăм хама-хам. Марина мана айăкран чавсипе çын сисмелле мар кăлт тĕкрĕ те:

— Люба, сана хыçалти кĕтесри каччăсем куçĕсемпе çисех яраççĕ, — терĕ.

Малалла

Ачалăхри хурсем


Тĕк пек хурсем ирпе туп-тӳррĕн

Сĕнксе утаççĕ уй-хире.

Вĕсем пекех эп хам та сӳрĕк,

Ир сулхăнĕ çӳçентерет.

 

Эп хурсене илсе çӳретĕп

Аял кастарнă хăмăлпа.

Хĕвел мăран.

Васкаччĕ, тетĕп.

Выляс килет ман юлташпа.

 

Хĕвел анать. Вут пек хĕралчĕ,

Ки-как, ки-как текелесе,

Тайкаланса утса килеççĕ

Мăн пĕсехеллĕ шур хурсем.

Мăшăр


Юрататăп чунтан мăшăра

Чĕресем юнашар тапнăран.

Çĕр çинче ăруран ăрăва

Хунав янă этем мăшăртан,

 

Чĕртнĕ вутă сӳнмест мăшăрпа,

Мăшăрпа йывăç-курăк хăрмасть.

Юрату тутăхмасть мăшăрпа,

Мăшăрпа чун-чĕре ватăлмастъ.

 

Çавăнпах пуль, эппин, кĕркунне:

— Пул ман мăшăр, — тет каччă хĕрне.

Çавăнпах пуль, ара, асанне

Чуп тăвать асатте сухалне.

Ирхине


Сир, анне, чӳрече каррине,

Кармашать кун çути тӳпене.

Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран

Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.

Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —

Йăмăк халь те килмен вăйăран.

 

Уç, анне, кантăка ик енне,

Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.

Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран

Йăмăк килчĕ киле — суя мар.

Ах, кĕмерĕ киле хапхаран,

Сывлăм çийĕн ик йĕр юнашар.

 

Тух, аннеçĕм, тух алăк умне,

Именет пуль çĕн мăшăр кĕме.

Ах, аннеçĕм-анне, йăмăка ан ятла,

Ыр сунса ыр кун-çул халалла...

Çил ачи сиксе шăпăр калать,

Шур сиренĕм туй çумĕ суйлать.

«Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн...»


Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн,

Яшлăха ăсатрам яш пулса.

Хушăран çеç

Васкаса кайнишĕн

Яшлăха илетĕп ятласа.

 

Яшлăхăм тепре килес пулсассăн,

Хăна тăвăп, — тетĕп, — сар пылпа.

Яшсемпе халь

Амăртма тăрсассăн,

Юнать ватлăх кукăр туяпа.

Чĕркуççи чĕтрет


Эпĕ купери вырăна вырнаçрăм кăна, апат çиме ларасшăнччĕ:

— Ырă каç пултăр! Манăн 9-мĕш вырăн, — тесе çамрăк хĕрарăм кĕчĕ.

— Ырă каç! Сирĕнпе пĕрле çул тытма хавас, — кĕтсе илтĕм çулçӳрев пускилне

Халĕ купе номерĕ хакланнă пирки пĕччен пуласран куляннăччĕ ĕнтĕ. Çук, манăн шăпи урăхларах пулчĕ — çул-çӳрев тусне пачех.

Çамрăк хĕрарăм васкамасăр саланчĕ. Эпĕ унăн хутаççисене, чемоданне кирлĕ вырăна хума пулăшрăм, Вăл вара, тĕкĕр çине пăхса илемленнĕ хыççăн ман çине тӳррĕн пăхрĕ те: — Мана Света теççĕ, сана мĕнле? — терĕ.

— Эпĕ Миша ятлă, — хуравларăм хăвăрт чипер хĕр çине пăхса.

Таса та йăлтăртатакан хăмăр куçĕ, илемлĕ сăрпа сăрланă куç харшипе хупаххи яка çамкине тата илемлетет. Кăшт сăрланă çӳçĕ атте-анне панă сăна урăхлатать пулин те, хăйне май тепĕр майлă илеме кăтартать.

— Эсир пур хĕре те çисе ярас пек кĕтсе илетĕр-и? — терĕ хĕр ман куçран хăтăлса.

Эпĕ пĕр самант ним калама та аптрарăм. Пуç малалла шухăшлама вăтанчĕ курăнать, чĕлхене пĕр сăмах та килмерĕ. Алли кăна васкамасăр апат-çимĕç хутаçран кăларчĕ. Аш-пăшне, çăкăрне каскаласа хунă хыççăн: «Атя апат çиер. Килте апат анмарĕ. Санпа апат анатех пулĕ тетĕп,»- терĕм. Хам та асăрхамарăм, кулса ятăм.

Малалла

«Çак ĕмĕр пĕтĕмпех хура та шурă...»


Юрий Сементере

 

Çак ĕмĕр пĕтĕмпех хура та шурă,

Тăратпăр акă ĕмĕр вĕçĕнче,

Тем-тем курса тем-тем чăтсан та, Юра,

Пире çапса хуçмарĕ çут тĕнче.

 

Хури — хурах. Çак çĕр çине килсессĕн

Сăпка юрри илтмерĕмĕр санпа —

Пире пăвса тăкас тесе çиллессĕн

Тăшман çуйхашрĕ урмăш сасăпа.

 

Шурри — шурах. Хĕвеллĕ ăраскалăн

Пире валли те çитрĕ ыр хĕлхем —

Хăйсем пĕтсен те, йăх юнне тăсмалăх

Пире çăлса хăварчĕç аттесем.

 

Кайран санпа ăнлантăмăр - тĕнчемĕр

Хура та шурă çеç те мар иккен.

Курма пĕлсен — пĕр вĕçсĕр ун илемĕ:

Кăвак та ешĕл, йăмăх та кĕрен...

 

Курма, илтме пĕлсессĕн çутçанталăк —

Пин çутăллă, пин кĕвĕллĕ илем,

Çавна куллен çынна астутармалăх,

Çав илемпе чуна савăнтармалăх

Çут тĕнчене килеççĕ поэтсем.

■ Страницăсем: 1... 477 478 479 480 481 482 483 484 485 ... 796

Шухăшсем