Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Первомайски (Ҫӗрпӳ районӗ)


Первомайски (выр. Первомайское) — Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи ял, Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫити 35 километр. Район центрӗ Ҫӗрпӳ хулине ҫити — 8 километр. Чи ҫывӑх чугун ҫул станцийӗ 15 километрта вырнаҫнӑ. Первомайски ялӗ Тушанар юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Ял МСК (Мускав вӑхӑчӗ) сехет зоннинче вырнаҫнӑ. Усӑ куракан вӑхӑтӑн UTC тӗлӗшпе куҫӑмӗ +3:00 сехетпе танлашать.

Историйӗ

1940 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗччен ял Кутаки (чӑвашла Кӑтак) ятлӑ пулнӑ. Истори докуменчӗсенче ҫавӑн пекех Кутаки тата Катак околоток тесе ҫырни те тӗл пулать. Ял ҫыннисем 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Тӗпрен ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. 1898 ҫулта ялта хутла вӗрентес шкул уҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта шыв арманӗпе бакалея лавкки ӗҫленӗ. 1931 ҫулта ял ҫыннисем Тапанар ялӗнчи ҫынсемпе пӗрле «Ильич» колхоз йӗркеленӗ. XIX ӗмӗрте ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫултанпа вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа ял Кӑтак ял канашӗн административлӑ центрӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнчен Первомайски ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗ ҫапла улшӑнса пынӑ:

Инфраструктура

Ял территорийӗнче клубпа лавкка пур. Ялта «Хорошавин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ. Ял ҫыннисем ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗнче — Иккӗмӗш Вӑрманкас ялӗнче вырнаҫнӑ социаллӑ инфраструктурӑпа усӑ кураҫҫӗ, унта вӑтам шкул, ача пахчи тата пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ пур.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Первомайски (Ҫӗрпӳ районӗ)

Тулли верси :: Статья каҫми