Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Авшак Элмен

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Авшак Элмен (выр. Альменево) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ярмушка ял тӑрӑхӗ йышне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 69 км, район центрӗнчен Вӑрнар поселокӗнчен — 28–29 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 28 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Ял XVII ӗмӗртенпе паллӑ. Ялӑн историри ячӗ — Богородски (ҫавӑн пекех Элмен). «Авшак Элмен» чӑваш ятне пӗрремӗш куҫса килнӗ Элмен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, вӑл каярах Элмен-Сунар ялне никӗсленӗ. Ҫынсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ тата промысласемпе аппаланнӑ.

Ялта Хусан Турӑ Амӑшӗн храмӗ ӗҫленӗ (1781 ҫултан пуҫласа — 1930 ҫулччен). XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче поташ завочӗ, шыв арманӗпе ҫил арманӗ ӗҫленӗ. 1884 ҫулта — пӗр класлӑ чиркӳ-прихут шкулӗ, 1899 ҫулта хӗрарӑмсен шкулӗ уҫӑлнӑ.

1930 ҫулта «Трактор» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енӗпе ял XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен 1927 ҫулччен — Етӗрне уесӗн Асакасси вулӑсӗ йышне, унтан 1927–1939 ҫулсенче тата 1956 ҫултанпа — Вӑрнар районне, 1939–1956 ҫулсенче Калинин районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 194 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 94-шӗ арҫын, 100-шӗ хӗрарӑм. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, 225 ҫын пулнӑ. Кайранхи даннӑйсем тӑрӑх, халӑх йышӗ 138 ҫын шуланнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем, 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тарӑх, 97%.

Ҫулсемпе халӑх йышӗ улшӑнни:

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктура

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, клуб тата лавкка ӗҫленӗ.

Экономика

Экономика никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. «Гвардеец» агрофирма ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх).


 
Категорисем: Авшак Элмен

Тулли верси :: Статья каҫми